Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӑрӑм ӗмӗр – шӑпа парни

Юбиляр

Кивӗ Чукал ялӗнче пурăнакан тыл ӗҫченӗ Альфия Шагиахметовна Юсупова ҫак кунсенче 97 ҫул тултарчӗ. 


Хисеплӗ ветерана ҫуралнӑ кунӗпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин экономика аталанăвӗ, финанс  тата ял хуçалăх производстви енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов, Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамис Низаметдинов килнӗччӗ. Хӑнасем ветерана РФ Президенчӗн Владимир Путинăн саламлă çырăвне тата район пуҫлӑхӗ ячӗпе парне, чечексем пачӗҫ.


Альфия аппан ачалӑхӗ йывӑр вӑрҫӑ ҫулӗсенче иртнӗ. Унӑн та, тантӑшӗсем пекех, колхозра аслисемпе тан ӗҫлеме, ватӑсене пулӑшма тӳрӗ килнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑл пулман. 


Альфия Шагиахметовна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнчи «Чишме» колхозра вӑй хунӑ. Мӑшӑрӗпе Зарифулла пиччепе пӗрле пилӗк ывӑлпа икӗ хӗре пурнăç парнеленӗ, çӗршывшăн тивӗҫлӗ ҫынсем, пăхса ӳстернӗ.


Зарифулла пичче паян ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ, Альфия аппан тата пӗр ывӑлӗ питӗ çамрăкла пурнăçран уйрăлса кайнă.

Ӗмӗрӗн вуннӑмӗш теҫеткине тыл ӗҫченӗ хаклӑ амӑшӗпе асламӑшӗ пулнӑ май, ывӑлӗпе Рашитпа тата кинӗпе Диляпа «ваклать». Ывӑлӗ Рашит ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗпе нумай ҫул ял хуҫалӑхӗнче вӑй хурать, кинӗ Диля шкулта повар пулса тӑрӑшать. 

Ялăн аслă çулсенчи çынни мӑнукӗсемпе те пуян, арăва малалла тăсаканӗсем унăн –19ăн. «Мӗнле ватӑлăн-ха ӗнтӗ вӗсемпе юнашар?! Хыпарсемпе  те интересленетӗп, хаҫатсем те вулатӑп-ха», – тесе калаçрӗ пурнăçран илем тупса пурăнма вӗреннӗ тыл ӗçченӗ.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлама килнӗ хӑнасене те Альфия аппа хаваспах кӗтсе илчӗ. Хӑнасем вара, хӑйсен черетӗнче юбиляра: «100 çулăра та кӗтсе илме пӳртӗрчӗ!» –  тесе ăшă сунăмӗсене пӗлтерчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев