Вӗрентекенсем ӗмӗр  тăршшӗпех чун-чӗресенче
Хыпарсем

Вӗрентекенсем ӗмӗр тăршшӗпех чун-чӗресенче

Хисеплӗ педагог

Елена Николаевна Мискина Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче Нина Петровнапа   Николай Петрович Герасимовсен ҫемйинче ҫуралнӑ. 

Педагог хăйне  1-мӗш класран пуҫласа 4-мӗш класс таран ӑна опытлӑ педагог Зинаида Александровна Архипова пӗлӳ панине аса илет. Тӑрӑшса вӗреннипе Ҫӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулне кӗмӗл медальпе пӗтерет. Унтан Хусанти патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетӗнче математика, информатика тата шутлав техники специальноҫӗпе пӗлӳ илет. 1993 çулхи августăн 16-мӗшӗнчен вӑл тӑван шкулӗнче математикăна вӗретекен, 5-11-мӗш классенче математикӑпа информатика вӗрентекенӗ пулса ӗç çулне пуçласа ярать.  

– Тӑван шкула ҫамрӑк специалист пулнă май таврӑнсан, пире математикăна вӗрентнӗ, манӑн юратнӑ вӗрентекенӗм Галина Владимировна Амосова наставникӗм пулчӗ. Эпӗ вӗрентекен профессине суйласа илни те, ун пек пулма тӑрӑшни пулчӗ пуль. Урӑхла пулма та пултараймасть: вӗрентекенӗм, наставникăм – 250 ҫул професси стажӗллӗ педагогика династийӗн представителӗ. Паян эпӗ ҫакна ӑнланатӑп: вӗрентекен пулни кӑна та мар, ҫак ята мӑнаҫлӑн ҫӳретмеллине те ăнланатăп, – тет Елена Николаевна.

Елена Николаевнӑн педагогика стажӗ 33 ҫулпа танлашать. Ҫак ҫулсенче опыт та пухнӑ. Вӑл хӑй те паян ӗҫтешӗсене опычӗпе хаваспах паллаштарать: вӗренӳ темипе ҫырнӑ сборниксенче тата наукӑпа практика журналӗсенче пичетленет, регионти, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсенче хутшӑнать. Унӑн методика ӗҫӗсене тӗрлӗ ҫулсенче Дипломсемпе, сертификатсемпе палӑртнӑ. 

Елена Николаевна хӑйӗн вӗренекенӗсене шухӑшлама, шырама вӗрентет. Унӑн урокӗсенче вӗренекенсене юратни, профессие парӑнни палӑрать. Ҫакӑн тӗслӗхӗ –экзаменсенче пысӑк баллсем, олимпиадӑсен, конкурссен призерӗсем пулни.

«Вӗрентетӗп тата вӗренетӗп», – тет Елена Мискина хӑй ҫинчен. 

Хальхи программӑлас тата искусствӑлла интеллект технологийӗсем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрать. Унӑн 8-10-мӗш классенче вӗренекенӗсем «Пуласлӑх кочӗ» проекта хутшӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ проект  «Информаци экономики» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. 

Елена Николаевна «Информаципе коммуникаци технологийӗсен енӗпе чи лайӑх педагог» текен республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи те.

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн  унăн ӗçне тӗрлӗ ҫулсенче ТР «Çутӗçӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн», «Раҫҫей Федерацийӗн воспитанипе çутӗçӗн хисеплӗ ӗҫченӗ», РФ Çутӗç министерствин «Çутӗç отличникӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллăсемпе палӑртнӑ.

Мӑшӑрӗпе виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ. Хӗрӗсем Ирина, Юлия тата ывӑлӗ Александр экономист, инженер, ҫар профессийӗсене илсе, ҫемье ҫавӑрнӑ, ашшӗ-амӑшне мӑнуксем парнеленӗ. Ывӑлӗ Александр – ҫар офицерӗ, хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче службăра тӑрать.

 


Нет комментариев