Вӗрентекен тата наставник
Хыпарсем

Вӗрентекен тата наставник

Октябрӗн 5-мӗшӗнче Вӗрентекен кунне палăртса ирттереççӗ

Ильсияр Раисовна Халиуллова – Совет Союзӗн Геройӗ Исмагил Кабирович Хакимов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Аслӑ Чăнлă вăтам шкулăн тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗ, опытлӑ, пуҫаруллӑ, яваплӑ, творчествӑлла ӗҫлекен педагогсенчен пӗри.  

Вӑл Аслă Чăнлă ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ, Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыççăн, тăван ялне таврӑнать. Ҫамрӑк вӗрентекен ӗҫтешӗсемпе вӗренекенӗсем хушшинче хӑвӑрт хисеп çӗнсе илет. 

Канăçсăр ӗçӗнче Ильсияр Раисовна яланах шыравра, хӑйӗн пӗлӗвне ӳстерес тӗлӗшпе тӑтӑшах ӗҫлет, тӗрлӗ ăмăртусемпе конкурссенче хӑйӗн вӑйне сăнаса пӑхать, унта вӗренекенӗсене те явăçтарать. Педагог вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗсемпе те тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Хӑйӗн воспитани ӗҫӗнче Ильсияр Раисовна кашни ачара хӑйне евӗрлӗ ҫын курать, унӑн уйрӑм пултарулӑхне уҫса парать, класне ҫӗр проценчӗпех шкул, район тата республика мероприятийӗсемпе олимпиадисен вӗресе тӑракан пурнӑҫне явӑҫтарать, 2025 çулта унӑн икӗ вӗренекенӗ ылтӑн медальсене тивӗҫеҫҫӗ. Хисеплӗ педагогăн çутӗç системинчи ӗҫ стажӗ 38 ҫулпа танлашать. 

Ҫамрӑк специалистсемшӗн аслă наставник пулнӑ май, вӑл ҫулсерен шкулсемпе районти вӗренекенсем валли уҫӑ уроксем, мастер-классем ирттерет, республикӑри, Пӗтӗм Раҫҫейри тата муниципаллӑ семинарсенче, конференцисенче опытпа ылмашӑнать, унăн педагогика сайчӗнче статйисем пичетлеççӗ,  районпа республикӑри методика пӗрлешӗвӗсен ӗҫне хастар хутшӑнать. Пӗтӗм Раҫҫейри «Тутар чӗлхипе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ – 2022» професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн кустри тата муниципаллă тапхӑрӗсен ҫӗнтерӳҫи ятне тивӗçет. «Пултаруллӑ ачасем», «Шкул аталанӑвӗн программисем», «Шкулӑн вӗренӳ программи», «Сывлӑх» программӑсене хатӗрлет. 

Хисеплӗ вӗрентекенӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫне тӗрлӗ ҫулсенче ТР Çутӗç тата наука министерствин, районти çутӗç пайӗн, район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисемпе, ТР Биологи ресурсӗсен патшалӑх комитечӗн Тав ҫырӑвӗпе, Пӗтӗм Раҫҫейри «Тутар чӗлхипе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ – 2022» конкурсӑн зонӑри тапхӑрне хутшӑннӑ май, ТР Çутӗç тата наука министерствин сертификачӗпе, «Тутарстан Республикин çутӗç тата наука отличникӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллăпа палӑртнӑ. Ильсияр Раисовна районти Заки Нури ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ те.

Тӗп ӗҫӗсӗр пуҫне Ильсияр Раисовна – ҫемьере хаклӑ мӑшӑр, юратнӑ аннепе асанне те. Мăшăрӗ Радик Самигуллович 42 ҫул ачасене ҫак шкулта географи предметне вӗрентет, вӗсем икӗ ача пăхса ӳстереççӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Ачисем хӑйсем те ҫемьеллӗ пулса тӑнӑ, ашшӗ-амӑшне тӑватӑ мӑнукпа савӑнтарнӑ.


Нет комментариев