Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Водителе те, ҫуран ҫӳрекене те пӗр требовани: сыхлӑх!

Районта ятарлă профилактика мероприятийӗсем иртрӗç

Тутарстан Республикинче мартăн 25-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 7-мӗшӗччен ҫуран ҫӳрекенсем хутшӑннипе ҫул ҫинчи инкексене асӑрхаттарас тӗллевпе профилактика мероприятийӗсем ирттерчӗç.

Кӑҫалхи икӗ уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, ҫакăн пек аварисенче 7 ҫын вилнӗ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 2,3 хут нумайрах.

Мероприятисене Тутарстан Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин патшалӑх автоинспекцийӗ йӗркелерӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, чылай тӗслӗх талăкăн тӗттӗм вӑхӑтне лекет. Вилнисен хушшинче ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курман ҫуран ҫӳрекенсем те пур.

Профилактика меро-приятийӗсен шайӗнче инспекторсем ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртасси ҫине тимлӗхе  вӑйлатрӗç. Уйрăммăн илсен, водительсем ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паманнине, ҫуран ҫӳрекенсем юраман вырӑнсенче е ҫул урлă светофорӑн чаракан сигналӗ вăхăтӗнче каҫнине тӗрӗслерӗç. Ҫавӑн пекех, тӗттӗм вӑхӑтра ялсен тулашӗнче ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курмалли требованисене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑчӗç.

Унсӑр пуҫне, ҫуран ҫӳрекенсен инфратытӑмӗн — тротуарсен, çул урлă каçмалли вырăнсен, общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен шайӗ ҫине тимлӗхе ӳстерчӗç. Ҫак ӗҫсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

«Ҫулсем ҫинче кашни ҫын тимлӗ пулма тивӗçлӗ. Водительсен çуран çынсен çул урлă каçмалли вырăнӗсем патне ҫывхарнӑ чухне хӑвӑртлӑха чакармалла, ҫуран ҫӳрекенсен ҫул урлă ирӗк панӑ вырӑнсенче кӑна каçмалла», – тесе аса илтерет Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Мероприятисем пынă вăхăтра йӗркене пӑссине чакарас тата хăрушă трагедисене пултарас маррине тӗллев лартрӗç.

Ҫуран ҫӳрекенсемпе водительсем валли правилӑсем!

 * Ҫул урлă симӗс светофор сигналӗпе ҫеҫ каçăр.
* Ҫуран ҫӳремелли тротуар ҫинчи пек ҫул тӑрӑх ан утăр.
 * «Зебра» çине пусрăр пулсан, хăрушсăр тесе шутлатӑр – эсир йӑнӑшатӑр. Автомобиль сехетре 40 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа та пынӑ чухне те ӑна чарӑнма 5-10 метртан кая мар кирлӗ. Енчен енне пӑхмалла, автомобиль чарӑнма пултарать-и тесе шухӑшлӑр.
*  Тумтир çинчи ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курӑр. Çавна май, эсир талăкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫул ҫинче курӑнса тăратăр.
*  Общество транспортне курсан ун патне ан чупӑр. Ку сирӗн юлашки автобус мар, анчах вӑл ҫавӑн пек пулма пултарать.
 * Ҫуран ҫӳрекенсем! Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне водительсемпе сӑпайлӑ пулӑр!
 * Водительсем! Ҫуран каҫмалли ҫулсем умӗнче чарӑнӑр, ҫуран ҫынна ҫул урлӑ каçарса ярӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев