Хыпарсем

Водитель çул-йӗр правилӑсене ан пӑс!

Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штрафсене палӑртнӑ вӑхӑтра тӳлемелле.

2025 ҫулăн пуҫламӑшӗнчен паянхи кун тӗлне ГИБДД ӗçченӗсем КоАПăн 20.25 статйин 1-мӗш пайӗпе районта пурӑнакан 32 çын тӗлӗшпе административлӑ протокол тултарнă. 

Кун ҫинчен Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.

— Административлӑ штрафа тӳлеменни штраф суммине икӗ хут ӳстересси, е 15 талӑка арестлесси, е 50 сехетчен обязательнӑй ӗҫсем палăртасси патне илсе çитерет, — тет Анатолий Михайлов.


Нет комментариев