Витамин çăлкуçӗ
Сывлăх
«Кашни çыннăн кунне пeр ывăç симӗс пахчаçимӗç çимелле», – çине тăрсах асăрхаттараççӗ диетологсем.
Симӗс пахчаçимeç часах шанать, витаминӗсем тата хăвăртрах пӗтеççe иккен. Çавaнпа вӗсене татса кӗнӗ хыççăнах çимелле. Нумай выртнинче сиенлe япаласем (нитритсемпе нитрозаминсем) пухăнаççӗ. Çитменнине ăна сӗтел хушшине лариччен е апатланнă чух çиме сӗнеççӗ. Хыççăн чaмласа çӳренин усси çук, мӗншӗн тесен тулли хырăмра вӗсем час ирӗлеймеççӗ, хăйсен черетне кӗтсе выртнă май витаминӗсем арканса пӗтеççe.
Шăршипе тата тутипе сельдерей укроппа, пахча кӗпçипе танлашаймасть, апла пулин те вăл чылай усăллaрах. С витаминпа каротинсăр пуçне унра В, РР ушкaнри витамин нумай. Шăпах вӗсем нерв тытaмӗн, чӗре, пыршăлăх ӗçне йӗркелеме, ӳт тӗсне çутатма пулăшаççe. Сельдерейри минерал тaварӗсем (кали, кальци, фосфор) чӗрепе юн тымарӗсене, шăмăсемпе мышцăсене çирӗплетме пулăшаççe. Ку çимeç организмри шывпа тăвар шайлашăвне те йӗркелесе тăрать.
Кориандр (кинза) та çак витаминсемпе пуян. Унсăр пуçне унри рутин юн тымарӗсене çирӗплетет, юн юхнине чарма май парать. Ана тăтăш çисен уйăх хушши (менструаци) вăхăтӗнче те юн сахалрах каять.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев