«Виҫҫӗмӗш ӳсӗм» – ҫамрӑксемшӗн ырă тӗслӗх
Республикăри «Виҫҫӗмӗш ӳсӗм» пенсионерсен XVI Спартакиадин муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ
Мероприяти «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче иртрӗ. Районти аслӑ çулсенчи çынсем ҫак мероприятие тӗплӗн хатӗрленнӗ, хăнăхусем туса, ӑмӑртӑва килнӗ.
Ҫулсерен ирттерекен спартакиадӑна уҫма районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи клиент службин (уйрăмăн правипе) ертӳҫи Роза Гафарова, Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Дилюза Азизова тата спорт шкулӗн ертӳçи Ильнур Хуснутдинов килнӗччӗ. Спартакиадӑна хутшӑнакансене районта сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас енӗпе ӗҫсемшӗн, пурнӑҫри хастар позицишӗн тав сӑмахӗ каларӗç.
Районти аслă çулсенчи çыннăмăрсем активлă пурнӑҫ йӗрки илсе пыраҫҫӗ. Вӗсем спортпа хавхалансах интересленеҫҫӗ, культурӑпа массӑллӑ тата обществӑлла мероприятисенче те хăйсен пултарулăхӗсене кăтартаççӗ.
Спартакиадӑна хутшӑнакансем шывра ишес, ҫӑмӑл атлетика, дартс, тӗл перес тата сӗтел ҫи теннисӗ енӗпе ăмăртрӗç. Ăмăртусем хӗрарӑмсемпе арҫынсен хушшинче уйрăм иртрӗ.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ призерсене грамотăсемпе парнесем пачӗҫ. Хутшăнакансенчен чи асли Ханбик Камалов пулчӗ.
Республика Спартакиадин муниципаллă тапхӑрӗнче мала тухнисем Хусан хулинче район чысне хӳтӗлӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев