Ӗҫ ветеранне Егор Ярухина асӑнса
Спорт
Хӗлӗн юлашки кунӗнче, февралӗн 28-мӗшӗнче, Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗнче ӗҫ ветеранне, Чапаев ячӗллӗ колхоз ертӳҫине Егор Пантелеймонович Ярухина асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртрӗ.
Йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӗрлӗ регионтан: Тутарстанри Ҫӗпрел тата Пӑва районӗсенчен, Чӑваш Енри Шӑмӑршӑ округӗнчен, ҫавӑн пекех кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чăнлă районӗнчен спортсменсемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин тата ветерансен организацийӗн представителӗ Владимир Ярухин саламларӗҫ. Вӗсем йӗлтӗрҫӗсене кӑмӑллӑ ӑмӑрту, ӑнӑҫу тата ҫӗнтерӳ сунчӗҫ.
Тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем хӑйсен категорийӗсенче дистанцисене парӑнтарас тесе старта тухрӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кӑна мар палӑртрӗҫ – кубоксене, медальсене, грамотӑсене тата пылак парнесене тивӗҫлӗ кӑтартусем тунисем пурте илчӗҫ. Йӗлтӗрҫӗсене 6-мӗш вырăн таранччен чысларӗç.
Хутшăнакансенчен чи кӗҫӗнни – ҫиччӗри Александр Горбунов (Турхан Упи ялӗ) – пулчӗ, чи асли – Чӗмпӗр хулинчи Николай Чернов (71 ҫулта).
Финиш хыҫҫӑн кӑмӑл тӑвакансене пурне те пылак ҫимӗҫпе вӗри чей кӗтрӗ.
Чӗмпӗртен йăхташӑмӑр – Николай Чернов (Кивӗ Упи) те килнӗччӗ, аслӑ ҫулта пулсан та, ӑмӑртура хутшӑнчӗ, шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарчӗ:
– Паян кунта тӗрлӗ-ҫке – хутшӑнни, пӗр-перинпе курса калаҫни, команда, пӗрлӗх. Ҫакӑ та Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗнче уйрӑм пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.
Чи пахи – ӑмӑртӑва хутшӑнакансене йӗлтӗр йӗрӗ ырӑ кӑмӑл, хаваслӑх парнелерӗ.
– Кашни ӑмӑртăва хутшӑнма тӑрӑшатпӑр, тӑван тӑрӑха иккӗмӗш хут килтӗмӗр. Тӑрӑшмасӑр, хатӗрленмесӗр, ҫитӗнӳсем пӗр ахаль пулмаҫҫӗ, – тӗрӗ Наталия Тимошкина Карапай-Шӑмӑршӑ вӑтам шкулӗнче физкультура вӗрентекенӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев