Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ветеран шкул ачисемпе тӗл пулчӗ

Усăллă тӗлпулу

2026 ҫулхи февралӗн  7-мӗшӗнче Ҫӗпрелӗнчи профильлӗ лицейăн вӗренекенӗсем Афган, Чечня вӑрҫисене тата СВОна халалланӑ Виктор Петухов ветеранӑн  килти музейне килсе курчӗç. 

Виктор Петрович 6-мӗш класра вӗренекенсене тата вӗсен вӗрентекенне Николай Хрисанова хапăл туса кӗтсе илчӗ. 

Вӗренекенсене ветеран  музее мӗнле йӗркелени, кашни экспонат çинчен  тӗплӗн каласа пачӗ. Виктор Петрович хăй çырнă  сӑввисене вуларӗ, паттӑрлӑхӗсем ҫинчен калаçрӗ.  Вӗренекенсем те хаваспах нумай ыйтусем пачӗç. Вӗсем калаçу пынă май  ҫӗннине нумай  пӗлчӗҫ, экспонатсене аллисемпе тытса курчӗç. 

Экскурси вӗҫӗнче вӗренекенсем хушшинче «Дартс» спорт ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ветеран 1-3-мӗш вырӑнсене  йышăннисене  грамотӑсем парса хавхалантарчӗ.  

Ветерана вӗренекенсем тата вӗсен ертӳçи Николай Иванович ӑшшӑн йышӑннӑшӑн тав турӗҫ. Тӗлпулу чей ӗҫнипе вӗҫленчӗ.

Ольга Петухова

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев