Валерий Колпаковăн призӗшӗн йӗлтӗр ăмăртăвӗ
Ҫак турнир 2012 ҫулта пуҫланнӑ
Ун чухне пирӗн ентеш, запасри полковник, интернационалист ҫар ҫынни, Чечняпа Абхазири ҫар юхăмӗсенче хутшӑннӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ Валерий Колпаков йӗлтӗр ăмăртăвне ҫитӗнекен ҫамрӑксем хушшинче спорта аталантарас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас енӗпе, турнира йӗркелекенсенчен пӗри пулса тӑчӗ.
Юлашки икӗ ҫулта йӗлтӗр ăмăртăвне унӑн ывӑлне Андрей Колпакова асăннă май та ирттереҫҫӗ. РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен полковникӗ, Паттӑрлӑх орденӗсен, Суворов медалӗн кавалерӗ Андрей Колпаков 2023 ҫулхи кӗркунне ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрла пуçне хучӗ.
Кун пирки турнира уҫнӑ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та палӑртса иртрӗ, ентешӗмӗре-ҫар ҫыннине пӗр минут шӑп тӑрса аса илчӗç.
– Валерий Федоровичпа унӑн ывӑлӗ Андрей – Тӑван çӗршыва чунтан парăнса служить тунин, паттăрлăхпа хӑюлӑх тӗслӗхӗ. Астăвӑм пурӑнать, астăвăм ӗмӗрлӗхе. Паянхи ӑмӑртӑва хутшӑнакансен шучӗ тӑрӑх та ҫакӑ ҫапла пулни курӑнать, Тӑван ҫӗршыва чӑн-чӑн хӳтӗлекенсен йӑли-йӗрки ӑруран ӑрӑва куçса пырать, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Валерий Федорович хӑй те йӗлтӗрҫӗсене ӑшшӑн саламларӗ, нумай ҫул хушши турнир йӑли-йӗркине парӑнса юлнăшăн тав турӗ.
Старта пирӗн районтан та, кӳршӗ облаҫсенчен те йӗлтӗрҫӗсем килнӗччӗ. Ӑмӑрту темиҫе тапхӑрпа иртрӗ, кашниех хăйсен ӳсӗм категорийӗ енӗпе дистанцисене иртрӗç.
Мероприяти шайӗнче, ҫавӑн пекех, спорта аталантармалли патшалӑх программипе пурнӑҫланакан Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» комплексӑн ГТО нормативӗсене памалли площадка ӗҫлерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев