Утă çи пуҫланчӗ
Районтти ял хуçалăхӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗçе пуçăнчӗç
Район тӑрӑх выльӑх-чӗрлӗхе ӑнӑҫлӑ хӗл каҫарма (уйрăм хушма хуҫалӑхсемсӗр пуҫне) 8 пин тонна утӑ, 48 пин тонна силос, 47 пин тонна сенаж, 8 пин тонна улӑм хатӗрлемелле.
Районта, чи малтан, «Цильна» тата «Çӗпрел Рассвет Агро» обществăсем выльӑх апачӗ хатӗрлеме пуçларӗç. Хальхи вӑхӑтра нумай ҫул ӳсекен курӑксене ҫулса, сенажа хураҫҫӗ.
«Ӗне сӗчӗ – чӗлхи çинче» текен каларӑш ахальтен килсе тухман пулӗ. Выльӑхсене пахалӑхлӑ апат памасан, вӑхӑтра ҫитермесен, пысӑк калӑпӑшлă продукци туса илессине ӗмӗтленме пулмӗ. Паха апат выльӑх-чӗрлӗх тухӑҫлӑхне ӳстерет кӑна мар, вӗсен сывлӑхӗшӗн тата пахалӑхлӑ продукци туса илессишӗн ҫирӗп никӗс те пулса тӑрать.
«Паха выльӑх апачӗ хатӗрлесси – выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессин пӗрремӗш тивӗçӗ, ҫавӑнпа хӗвеллӗ тата типӗ кунсемпе усӑ курнӑ хуҫалӑхсем ăнтарӗҫ кӑна», – теҫҫӗ районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн ӳй-хир ӗçӗсен енӗпе ӗҫлекен специалисчӗсем.
«Цильна» обществӑра нумай ҫул ӳсекен курӑксем 1350 гектара йышӑнаҫҫӗ, ҫав шутран 1150 гектарне люцерна курӑкӗ йышӑнать, юлнине – костерка курӑкӗ.
«Цильна» обществӑра 110 гектар лаптӑклӑ люцерна хирӗнче механизаторсем Фарит Ахметзянов, Джамиль Низметдинов, Фаргать Аббазов, Ринат Юсупов тата Рамис Айнуллов «МТЗ-82.1» маркӑллӑ тракторсем ҫумне утӑ агрегачӗсем ҫаклатса, вăй хураççӗ. Опытлӑ механизаторсем: ҫуркунне акана хастар хутшӑнаҫҫӗ пулсан, ҫулла утӑ хатӗрлес ӗҫре тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак ӑстасем паккуссене хывнă утта ҫавӑрас тата типӗтес, унтан ӑна пухса рулонсене чӗркес ӗҫе те пурнӑҫлӗҫ.
Иккӗмӗшӗнче, 143 гектар лаптӑкӗнче, Айрат Яфизов механизатор «Магдон» комбайнпа люцерна курӑкне сенаж валли ҫулса, паккуссене хывать. Унтан, кирлӗ пек нӳрӗкре юлсан, ӑна вӗтетсе сенаж траншейисене хурӗç.
– Механизаторсем ӗçчен, пултăр тесе, чыслӑн ӗҫлеҫҫӗ, – тет «Цильна» обществăн агрономӗ Фердинад Халитов.
«Цильна» обществăн ертӳҫи Барис Гафуров каланӑ тӑрӑх, обществӑра выльӑх-чӗрлӗхе туллин хӗл каҫарма условлӑ пӗр выльӑх пуҫне 40 центнер выльӑх апачӗ хатӗрлемелле. Кун валли 18 пин тонна сенаж, 20 пин тонна силос, 1800 тонна утӑ, 2,5 пин тонна улӑм хатӗрлеме палӑртнӑ. Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, паянхи кун обществӑра икӗ ҫула çитмелӗх выльӑх апачӗн запасӗ пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев