Уссинчен ытларах – сиенӗ!
Пӗлетӗр-и?
Пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла сывлӑхшӑн усӑллӑ тесен те... Вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫиме пуҫличчен, шухӑшласа та пăхăн...
Симӗс ҫӗрулми
Тепӗр чухне ҫӗрулми хуппи симӗсленет, эсир тимленӗ-и? Симӗс тӗс пахчаҫимӗҫре токсин пуррине пӗлтерет. Ку вӑл соланин текен токсин. Кун пек çӗрулмие ҫисен наркӑмӑшланма пулать. Организмра тӗрлӗ шыҫӑ та килсе тухма пултарать.
Панулми
Сӑмах лавккари панулми пирки пырать. Ҫак панулмисем ҫутҫанталӑкринчен ытларах йӑлтӑртатаҫҫӗ. Илӗрттӗр тесе вӗсене парафин сӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ӳстернӗ чухне хурт-кӑпшанкӑран сыхламашкăн пестицидсемпе те нумай ӗçе кӗртеççӗ. Ҫак хими япалисем хуппинче юлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хуппинчен тасатса ҫимелле.
Виноград
Унра усӑллӑ япаласем нумай. Анчах хӑш-пӗр нюанссем те пур. Тӗслӗхрен, иҫӗм ҫырлине ытти апат-ҫимӗҫпе хутӑштарса ҫиме юрамасть: пыршӑлӑхра хырӑм кӳпчеме тытӑнать. Унсӑр пуҫне иҫӗм ҫырлинче сахӑр нумай, вӑл кӗлеткене япӑх витӗм кӳрет. Ҫавӑн пекех ăна химикатсемпе те ӗçе кӗртеççӗ. Пестицидсем ҫимӗҫ хуппинче упранса юлаççӗ.
Фасоль
Фасоль – анлă сарăлнă пăрçа культури. Ку вӑл вегетариансен тата тӗрӗс апатланасси çине куҫнӑ ҫынсен апачӗ. Унра нумай шайра ӳсентӑран белокӗ, организма кирлӗ витаминсемпе микроэлементсем нумай. Ҫав вӑхӑтрах лайӑх клетчатка ҫӑлкуҫӗ. Юнри сахӑр шайӗ ӳсесрен сыхлать. Анчах... фасоль составӗнче фазин ятлӑ наркӑмӑшлӑ япала пур. Термикӑлла ӗçе кӗртнӗ хыççăн вӑл ҫухалать. Анчах чӗрӗ фасоль ҫисен наркӑмӑшланма та пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев