Ҫурхи призыв пуҫланчӗ
Апрелӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре призыв кампанийӗ пуҫланчӗ
Апрель – июль уйӑхӗсенче Тутарстанран çулӗ çитнӗ 3,2 пин çамрăка призывпа ҫар службине яма палӑртнӑ.
Тутарстан Республикин сборнӑй пункчӗ 2026 ҫулхи апрель 10-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуçлӗ. Призывпа ҫар службин срокӗ малтанхи пекех 12 уйӑха тӳрӗ килет.
Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин кӑҫалхи ҫулран пуҫласа призыв комиссийӗсем ҫулталӑкӗпех ӗҫленине палӑртрӗ. Ҫапла вара, призывниксен медицина тӗрӗслевӗ те ҫулталӑк хушшинче иртет. Анчах та Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсене ӑсатасси малтанхи пекех юлать: апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен тата октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен. Службăна 18-30 ҫулсенчи каччăсене чӗнеҫҫӗ.
Ҫӗпрел районӗнчен ҫурхи призыв кампанийӗн тапхӑрӗнче 40 яхӑн ҫамрӑка ҫар службине илме палӑртнӑ. Пӗрремӗш ушкӑна ăсатассине апрель уйӑхӗн варринче планлаççӗ.
Радик Тухфатуллин палӑртнӑ тӑрӑх, унчченхи ҫулсенчи пекех, призывниксем ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине каймӗҫ. Каччăсем Хӗҫ-Пӑшаллӑ Вӑйсен тӗрлӗ чаçӗсенче службăра тӑрӗç.
– Ҫарпа учет специальноçӗ пулнă граждансене уйрӑмах тимлӗх парӗç. Кӑҫалтан ДОСААФ тытӑмӗнче ҫӗнӗ ҫул-йӗрпе тӳлевсӗр вӗрентӳ йӗркелерӗç. Вӗсем – пилотсӑр вӗçев операторӗсем, кӗҫӗн медицина специалисчӗсем, ҫавӑн пекех, парашютистсем, – тесе пӗлтерчӗ çар комиссарӗ. – Унсӑр пуҫне «С» категориллӗ водительсене вӗрентесси малалла пырать. Вӗсем ҫарсенче водительсен тивӗҫӗсене ҫеҫ пурнӑҫлӗҫ.
Радик Тухфатуллин, ҫавӑн пекех, вӑтам шкулсемпе ятарлӑ професси паракан вӗренӳ заведенийӗсене пӗтерекенсен çар енӗпе пӗлӳ илме май пуррине палӑртрӗ. «Кӑмӑл тӑвакан каччăсем ҫӗршыври тӗрлӗ ҫар училищинче вӗренме, ҫавӑн пекех, контракт тума та пултараҫҫӗ. Кун валли çар комиссариатне каймалла», – терӗ вӑл.
Малалла тăсса
Призыв комиссийӗ икӗ кун ӗҫленӗ хыҫҫӑн, районти Культура çуртӗнче, йӑлана кӗнӗ, «Призывник кунӗ» мероприяти иртрӗ. Унта пулас салтаксемшӗн пил сăмахӗсем янăрарӗç, мероприяти концерт программипе çыхăнса пычӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев