Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫурхи ярмӑрккӑсем пуҫланчӗҫ

Хусанти Киров районӗнчи ярмӑрккӑра, пӗрремӗшӗсенчен пулса, Çӗпрелсем те хутшӑнчӗç

Ҫурхи ял хуҫалӑх ярмӑрккисем апрелӗн 26-мӗшӗччен иртӗҫ, пурӗ 7 ярмӑркка эрни йӗркелӗҫ. 

Кашни шӑматкун çурхи ярмӑрккӑсем Хусанти 14 площадкăра ӗҫлӗç. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Çӗпрелӗн ял хуҫалӑх продукчӗсене туса илекенсем Киров районӗнчи Батыршин урамӗпе хӗресленнӗ ҫӗрте суту-илӳ тӑваҫҫӗ.

Мартăн 14-мӗшӗнче старт илнӗ ярмӑрккӑна,  пӗрремӗшӗсенчен пулса, Çӗпрел районӗ те хутшӑнчӗ. Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов пӗлтернӗ тӑрӑх, хула ҫыннисене аш, ҫӑмарта, сӗт тата сӗт продукчӗсем, сахӑр, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, кондитер изделийӗсем, пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла сӗннӗ.

– Хула ҫыннисенчен эпир ӑшӑ сӑмахсем ҫеҫ илтетпӗр, вӗсем пирӗн продукципе питӗ кӑмӑллӑ. Ярмӑрккӑсене йӗркелеме хăйсенчен пай кӗртнӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсене, предпринимательсене, шкулсене, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене пысӑк тав, – тет ертӳҫӗ.

Ярмӑрккӑна ирттерме районти культура ӗҫченӗсем те пысӑк пай кӗртеççӗ. Вӗсем Хусан çыннисем валли концерт номерӗсем хатӗрлесе каяççӗ, ярмăрккăна илем хушаççӗ, шкулсем вара вӗри икерчӗпе, чейпе сӑйлаҫҫӗ.

Ярмӑркка площадкине Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин представителӗсене ҫирӗплетнӗ, вӗсем продукцие сӗннӗ хаксене пӑхӑннине тишкерсе тӑраҫҫӗ. Ветеринари службин тата «Россельхознадзорӑн» специалисчӗсем илсе килнӗ продукцийӗн пахалӑхне контрольлесе тăраççӗ. Ҫӗпрел çыннисен суту-илӳ площадкинче шӑматкун Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Рустам Гайнуллов тата Хусан хулин Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильдар Шакиров ҫитсе курчӗҫ.

Ҫӗпрелсем хутшӑннипе черетри ҫурхи ярмӑркка мартăн 28-мӗшӗнче пулӗ.


Цифрăсем
Иртнӗ çул Хусан хулин ярмӑрккисенче Çӗпрел çыннисем 97 тонна ҫӗрулми, 44 тонна ытла пахчаҫимӗҫ, 18 тонна панулми, 22 тонна ӗне ашӗ, 65 тонна тырӑ, 15 тонна сӗт тата ытти продукци тсӗннӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев