Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫурхи ака вӗҫленсе пырать

«Цильна» обществăн ӗҫченӗсем районта пӗрремӗшӗсенчен пулса, пӗрчӗллӗ культурăсене акассине вӗçлерӗç

Районти уй-хирсенче ҫурхи ака ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.  

Ҫак кунсенче «Амосов А.Н.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн уй-хирӗнче сӗлӗ акаҫҫӗ. 40 гектар лаптӑка йышăннă уйра ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Владимир Ефимов «К-700» маркӑллӑ тракторпа культиваци тăвать, Дмитрий Яковлев «МТЗ-12.21» маркӑллӑ тракторпа тикӗслет, Петр Албутов «Т-150» маркӑллӑ тракторпа сӳрелет, Дмитрий Алексеев «Т-150» трактор ҫумне ака комплексӗ ҫаклатса, сӗлӗ культурин вӑрлӑхне акать. 

Ӑста механизаторсем пӗр минут та сая ан кайччӑр, ака ӗҫӗнче тӑхтав ан пултӑр тесе, хуҫалӑхри пур ӗҫе те уҫӑмлӑн йӗркеленӗ. Шоферсем: Дмитрий Афиногентов «КамАЗ» автомобильсемпе – удобрени, Виктор Великанов  акмалли вӑрлӑх турттараççӗ, Николай Макаркин вара, илсе килнӗ вӑрлӑха тата удобренисене агрегатсене ярса тăрать. 

– Каччăсем опытлӑ, тӑрӑшаççӗ, чыслăн ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене тав тӑватӑп», – тет «Амосов А.Н.» хресчен-фермер хуçалăхăн ертӳҫи Алексей Амосов

Хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче паянхи кун тӗлне 450 гектар лаптӑк ҫинче урпа, 60 гектар лаптӑк ҫинче тулӑ, 70 гектар лаптӑк ҫинче куккуруза, 250 гектар лаптӑк ҫинче хӗвелҫаврӑнӑш акнă. Хуҫалӑх ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, суданка курӑкне 80 гектар лаптӑк ҫине акма палӑртнӑ.  
 
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен майăн 20-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсем тăрăх, пӗрчӗллӗ, выльӑх апачӗ тата техника культурисене 32244 гектар лаптӑк ҫине акнӑ. Çавăн 13727 гектарне пӗрчӗллӗ культурăсем тӳрӗ килеççӗ, ҫав шутра, урпа – 8013 гектара, ҫурхи тулӑ – 3814 гектара, пӑрҫа – 532 гектара, сӗлӗ – 467 гектара, рапс – 5157 гектара, хӗвелҫаврӑнӑш – 8701 гектара, сахӑр кӑшманӗ 907 гектара йышăнаççӗ. Çакă мӗнпур лаптӑкӑн 77,6 проценчӗпе танлашать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев