Хыпарсем

«Урра, Яла!» пуҫланать

Ӗнер. Паян. Ыран

Ҫӗпрел районӗнче 2026 ҫулта «Урра, Яла!» проект харӑсах виҫӗ яла ҫавӑрса илӗ. Кун пирки «Малтисен юхӑмӗн» вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Раниля Алиуллова пӗлтерет.

5 кунлӑх кану смени кивӗ Чукалпа Кивӗ Кахăрлă ялӗсенче тутар чӗлхипе, чӑвашла – Упи ялӗнче иртӗ. 

Проектăн тӗллевӗ – наци йӑли-йӗркине ҫитӗнекен ӑрӑва вӑйӑ тата пӗлӳ парас форматпа парасси.

Сменӑна 7-17 ҫулсенчи ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. 

Аса илтеретпӗр, иртнӗ çул «Урра, Яла!» проект Анат Хураката, Кӗҫӗн Чăнлă тата Аслă Аксу ялӗсенче иртрӗ.

 


Нет комментариев