«Ур-ра, Яла!»  –  тӗл пултарать, пӗрлештерет
Хыпарсем

«Ур-ра, Яла!» – тӗл пултарать, пӗрлештерет

Хусанта «Ур-ра, Яла!» проекта килӗшӳллӗн кăçалхи сезон пӗтӗмлетӗвӗсене халалланă тӗлпулу иртрӗ

Кӑҫал «Ур-ра, Яла! проекта республикӑри 17 районти 50 ытла ялта йӗркеленӗ, унта 3 пин ытла ача хутшӑннӑ. 

Ку вăл – тӑван чӗлхесемпе наци йӑли-йӗркине упраса аталантарас тӗллевлӗ тӳлевсӗр кӑнтӑрлахи лагерьсем. Сменӑсенче ачасемпе ҫамрӑксем тутар, удмурт, чӑваш тата мари культурисемпе паллашма пултараççӗ, ӑсталӑх класӗсене, экскурсисене хутшӑнаҫҫӗ.

Тӗлпулу Тутарстан Патшалӑх Совечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упрас тата аталантарас енӗпе кăмиссийӗн ертӳçи Марат Ахметов,  «Малтисен юхӑмӗн» Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Тимур Сулейманов, Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн ертӳçи Айрат  Зарипов хутшӑнчӗҫ.

Тӗлпулура  «Малтисен юхӑмӗн» хастарӗсемпе вӗрентекенсем проекта пурнӑҫа кӗртес шухӑшсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх,  «Ур-ра, Яла!» ачасене кӑна мар, вӗсен ашшӗ-амӑшне, аслашшӗсемпе асламăшӗсене те пӗрлештерет. Кашни ялтах программа пилӗк куна тӑсӑлчӗ. Кун пирки Ҫӗпрел районӗнчи «Малтисен юхӑмӗн» вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Раниля Алиуллова хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, кӑҫал проект виҫӗ ялта: Кивӗ Чукал, Кивӗ Кахăрлă тата Упи ялӗсенче иртрӗ.
Раниля Алиуллова каланӑ тӑрӑх, проектăн ăнăçăвӗ – ӑна ял ҫыннисемпе пӗрле йӗркелессинче. «Эпир ял ҫыннисемпе ачасене явӑҫтаратпӑр, лагере кашни ялта уйрӑм программа туса ирттеретпӗр, – тет вӑл.

Тӗлпулу вӗҫӗнче  «Ур-ра, Яла!» проекта йӗркелекенсене парнесем пачӗç. Ҫак парнесене Çӗпрел ҫыннисем те тивӗҫрӗç.

 


Нет комментариев