«Ур-ра, Яла!» проект пуçланчӗ
Ачасем лагерьте тăван чӗлхепе йăласене вӗренеççӗ
Проект Тутарстан Республикин Раисӗ ҫумӗнчи Тутар чӗлхине тата республикӑра пурӑнакан халӑхсен представителӗсен тӑван чӗлхисене упраса хӑварас тата аталантарас ыйтусемпе ӗҫлекен комисси пулӑшнипе пурнӑҫланать.
Проекта «Малтисен юхӑмӗ» виҫҫӗмӗш ҫул пурнӑҫлать. Иртнӗ çул лагерьсем 10 муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн 30 ялӗнче ӗҫленӗ, унта 2000 яхӑн ача хутшӑннӑ.
Районта вара иртнӗ çул ҫак проекта Хураката, Аслă Аксу, тата Кӗçӗн Чăнлă ялӗсенче йӗркеленӗччӗ. Кӑҫал та проекта виҫӗ ял: Кивӗ Чукал, Кивӗ Кахăрлă, Упи ялӗсем хушӑнчӗç. Унта 200 ытла ача канӗ. Çак эрнере пилӗк кунлӑх «Ур-ра, Яла!» акцийӗн смени Кивӗ Чукал ялӗнче иртрӗ.
Сменӑсенче ачасем тутар, удмурт, чӑваш тата мари халӑхӗсен культурипе паллашӗҫ, мастер-класӗсене, экскурсисене, наци вӑййисемпе ӑмӑртусене хутшӑнӗҫ.
– Проектӑн тӗп тӗллевӗ – ачасене тӑван чӗлхепе наци йӑли-йӗркине вӗренессипе интереслентересси, культурăна музейсенче кӑна мар, ҫынсен чун-чӗрисенче те пурӑннине кӑтартасси, – тет районти «Малтисен юхӑмӗн» ертӳҫи Раниля Алиуллова.
Малалла тăсса
«Ур-ра, Яла!» – вăл наци колоричӗллӗ пилӗк кунлӑх, тӳлевсӗр кăнтăрлахи лагерьсем. Сменӑсем кӑҫал республикӑри 15 районпа 45 ял-хулара иртӗҫ, унта 7-17 ҫулсенчи 3000 яхӑн ачапа ҫамрӑка явăçтарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев