Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Урӑ пурнӑç — чи лайӑххи

«Точка трезвости» программа Тутарстанра 2015 çултанпа пурнӑçланать

«Точка трезвости» программа пирӗн районта та ӗҫлет. Мӗнле тӗллевсем пурнӑҫлать вӑл? Ҫакӑн ҫинчен каласа пама эпир тӗп специалистран — ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссийӗн яваплӑ секретарӗнчен Алена Афанасьеваран ыйтрӑмӑр.

— Алена Викторовна, пирӗн районта «Точка трезвости» хăçан ӗҫлеме пуҫланă тата камсене пулӑшать вӑл?

— «Точка трезвости» республика проекчӗ ашшӗ-амӑшне алкоголизмран сыватма, вӗсене психологи енчен сывлӑхне лайӑхлатма, ачасене ҫемьере воспитани пама условисем туса пама тата ачисене приютсене яма парас мар тӗллевпе вӗсене ӗҫе вырнаҫтарма тӗллев лартнӑ. 
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе пурнӑҫланакан «Точка трезвости» программа ачасем приютра мар, ҫемьере ӳсчӗр тесе ӗçлет. 
Ҫак программа ун пек ҫемьесене тупса палӑртса, вӗсене сипленме яма та тӗллев лартать. Сиплев пациентсене хӑйсене кӑна мар, вӗсен тӑванӗсене те консультаци парассине шута илет. Социаллӑ реабилитаци енӗпе ҫак пысӑк ӗҫ районти мӗнпур служба тата организаци тӑрӑшнипе кӑна пулма пултарать.
Республикӑри цифрӑсене пӑхса илсен, 2024 ҫулта «Точка трезвости» проекта 182 Тутарстан ҫынни, 2025 ҫулта-республикӑра пурӑнакан 200 ҫын хутшӑннӑ.
Пирӗн районта çак проект 2024 ҫултан пуçласа ӗçлеме пуçларӗ.

— Ҫын çак проекта хӑй ирӗкӗпе хутшӑнӗ-ши?

— «Тутарстан Республикинче социаллӑ хӑрушӑ лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесемпе ҫул ҫитмен ачасене шута илесси тата мониторинг тӑвасси» информаци системи ӗҫлет. Асӑннӑ базӑна ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Шӑпах ҫак базӑна районти тӗп больница, çутӗç пайӗ пек организацисенчен пӗр-пӗр ҫемьере социаллӑ хӑрушӑ лару-тӑру пирки пӗрремӗш сигнала йышӑнаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ҫак сигнал енӗпе ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. 
Пирӗн уйрăмпа, социаллӑ хӳтлӗх пайӗ, районти çутӗç пайӗ пек, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси членӗсем хутшӑннипе те эпир ҫак ҫемьене кайса, вӗсен ҫемьери лару-тӑрӑвӗпе паллашатпӑр, пӗлсе таврăнатпăр. Социаллӑ хӑрушӑ лару-тӑру пулнă тӗслӗхре асӑннӑ ҫемьене ведомствӑсем хушшинчи контроле илеççӗ, учета тӑратаҫҫӗ. Унтан ҫак ҫемьен ашшӗ-амӑшне комисси ларӑвне йыхравлаҫҫӗ. 
2024 ҫулта эпир мӑшӑрлă ҫакӑн пек пӗр ҫемьене «Точка трезвости» проекта кӗртрӗмӗр. Ҫак ҫемьере ҫулӗ ҫитмен виҫӗ ача та пурччӗ. Ҫак проектпа килӗшӳллӗн ҫемье ҫур ҫул реабилитаци иртрӗ. Çакна та палӑртмалла, реабилитаци ӑнӑҫлӑ вӗҫленчӗ. Ҫемье пуҫлăхӗ те, мӑшӑрӗ те алкоголизм путлăхӗнчен тухма пултарчӗç, ӗҫе вырнаҫрӗç.

— Кӑҫал проекта кӗрекенсем пур-и?

— Ҫапла, кӑҫал та программӑна икӗ ҫемье кӗчӗ. Иккӗшӗ те ҫул ҫитмен ачисене пӗччен ӳстереҫҫӗ. Пӗрремӗш ҫемьере виҫӗ ача, иккӗмӗшӗнче — пиллӗкӗн. 
Маларах каларӑм ӗнтӗ, ҫак аннесем ҫинчен пӗрремӗш «шӑнкӑрав» социаллӑ хӑрушӑ лару-тӑрури ҫемьесене тата ҫул ҫитмен ачасене шута илес тата мониторинг тумалли информаци тытӑмне килчӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсене учета тӑратрӗç, амӑшӗсемпе ӑнлантару ӗҫне илсе пынине пула, иккӗшӗ те «Точка трезвости» проекта кӗрсе реабилитаци иртме кӑмӑл турӗç.

— Реабилитацие мӗн кӗрет?

— Реабилитаци Хусанти наркологи диспансерӗсенчен пӗринче иртет, вӑл ҫур ҫула тӑсӑлать. Программӑпа килӗ-шӳллӗн, уйӑхне икӗ хутчен вӗсен Хусана, диспансера каймалла, сипленмелле. Сиплев пирки калас пулсан, вӑл психологи тата ытти ҫавнашкал пулӑшӑва хăй çине илет. Реабилитаци тапхӑрӗнче ҫакнашкал пациентсемпе психологсем те, наркологсем те ӗҫлеҫҫӗ. Эрех-сӑра тыткӑнне сирме те инъекци тӑваҫҫӗ. 
Хусана наркодиспансера кайма пациентсене транспортпа тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсене районти ҫамрӑксен, культура, социаллӑ хӳтлӗх, çутӗç пайӗсен, районти тӗп больницӑн, районти шалти ӗҫсен пайӗн профилактика системин представителӗсем ӑсатса яраҫҫӗ.

— Ҫакӑн пек ҫемьесене социаллӑ çирӗплетессишӗн реабилитацилессисӗр пуҫне тата мӗнле мерӑсемпе усӑ кураҫҫӗ?

— Чи малтанах, ашшӗ-амӑшне официаллӑ майпа ӗҫе вырнаҫтармалли мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Малалла пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу парӑмӗсене реструктуризацилеме, социаллӑ, психологи пулӑшӑвӗ памалли тӗрлӗ мерӑсем, ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ пама та пăхăннă ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех çутӗç организацийӗсенче ҫул ҫитменнисене вырнаҫтарасси, канма тата сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшасси, 14 ҫултан аслӑрах ачасене каникул вăхăтӗнче ӗҫе вырнаҫтарасси, ачасене приютсенчен тӑван ҫемйисене тавӑрасси пек мерӑсемпе те усӑ кураҫҫӗ.

— Çемье реабилитаци иртсе, пурнӑҫа «каялла таврӑнсан» та контрольте тӑрӗ-ши?

— Паллах, реабилитаци хыҫҫӑн та эпир кун пек ҫемьесене «шӑпа ытамне» пӑрахмастпӑр, халӗсене пӗлсе тăрса, кирлӗ пулсан психологи пулӑшӑвӗ те параҫҫӗ.

— Калаҫушӑн тавах сире!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев