Ҫур аки малалла пырать
Кӑҫал районта 41553 пин гектар лаптӑк ҫинче ҫур аки ӗçӗсене ирттерме тивӗçлӗ
Акана, пӗрремӗшӗсенчен пулса, «Цильна», «Çӗпрел – Рассвет Агро», «АгроТрансПорт» обществӑсен, «Бикчуров Р.А.», «Низамов А.А.» тата «Махмутов И. Ф.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ӗҫченӗсем тухрӗç.
Ҫак кунсенче «Бикчуров Р.А» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн уй-хирӗсенче ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. 145 гектар лаптӑклӑ уйра Ильгизар Бухариев, «Кировец К-525» трактор ҫумне «Анкер 8500» агрегат ҫаклатса, «Диспина» сортлӑ урпа вӑрлӑхне акать. Механизатор Фарит Басыров та урпа культурине акма тухнă. Тӑрӑшуллӑ ҫӗр ӗҫченӗ ҫумне харӑсах икӗ техника ҫирӗплетнӗ. «МТЗ 82.1» маркӑллӑ тракторпа михӗсене тултарнӑ урпа вӑрлăхне ҫӗклесе сеялкӑсене пушатать, унтан «МТЗ-12.22.3» трактор ҫине куҫса ларса, ҫак хӑватлӑ техникӑпа вӑрлӑхсене акать. Кӗркунне вара «Полесье» комбайнпа ҫурхи культурӑсене тырпул пухса кӗртнӗ ҫӗрте хутшӑнать.
100 гектар лаптӑклӑ уйра «МТЗ-82.1» трактор ҫумне «Монопил» агрегат ҫаклатса, механизатор Шамиль Халимов «Крокодил» сортлӑ сахӑр чӗкӗнтӗрӗн вӑрлӑхне акать. Шамиль Адиевич ҫулталӑкӗпех ӗçре. Ҫурхи ака вӗҫленсен шӑтса тухнӑ хӗвелҫаврӑнӑш калчисен рет хушшисене ӗçе кӗртет. Ҫулла вара, курăка ҫулса, типӗтсе, рулонсене чӗркет.
Механизатор Мустаким Сафин 170 гектар лаптӑклӑ ана çинче «Кировец – 742» маркӑллӑ трактор ҫумне «ПАВ» тата «Мультикорм» агрегатсем ҫаклатса, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ акма тӑпра хатӗрлет.
Хуҫалӑхра ака ӗçӗсене икӗ сменӑпа йӗркеленӗ. Уй-хирте вăй хуракан çӗр ӗçченӗсене-механизаторсене поварсем Алия Хисамутдиновапа Алсу Каюмова тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйлаҫҫӗ. Ҫак икӗ хӗрарӑм хуҫалӑх столовӑйӗнче «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ малтанхи кунсенченех ӗçлеççӗ.
– «Ир акнă, ăнтарнă», – тесе ахальтен каламаҫҫӗ халӑхра. Ҫакна шута илсе, ҫулсем хушши пухнӑ опыт ҫине таянса, кӑҫал юр ирӗлсе пӗтсенех уй-хире тухрӑмӑр. Пулас тухăçăн шăпи механизаторсен, специалистсен тăрăшуллă ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ, – тет хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳçин çумӗ Гумар Хамидуллин.
Малалла тăсса
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен майăн 6-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, районта 16679 гектар лаптăкри кӗрхи культурăсем тата 3955 гектар лаптăкри нумай çул ӳсекен курăксем хушма апат илнӗ. Мӗнпур обществăсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче кӗрхи культурӑсене тата нумай çул ӳсекен курăксене минераллӑ удобренисемпе апатлантарассине вӗҫленӗ.
Ҫав вӑхӑтрах агрофирма хуҫалӑхӗсемпе филиалӗсенче нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелес ӗç те тулли хăватпа пырать. Район тӑрӑх 4620 гектар лаптӑкри нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳреленӗ, ку сӳрелемелли мӗнпур çӗрсен 27,9 процентне тӳрӗ килет.
«Цильна» обществӑра 545 гектар лаптăк ҫинче урпа, 298 гектар лаптăк çинче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, 210 гектар çинче хӗвелçаврăнăш, «Çӗпрел – Рассвет Агро» обществӑра 2882 гектар лаптăк çинче рапс, 162 гектар лаптăк çинче хӗвелçаврăнăш, «Махмутов И.Ф.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 180 гектар лаптăк çинче урпа, 110 гектар çинче пăрçа тата «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 900 гектар лаптăк çинче урпа, 150 гектар лаптăк çинче сахăр чӗкӗнтӗрӗн культурисен, «АгроТрансПорт» обществӑра 203 гектар лаптӑк çинче сӗлӗ культурин вӑрлӑхӗсене акнă.
Район тӑрӑх 7984 гектар лаптӑк çинче ҫурхи ака ирттернӗ, ку мӗнпур лаптӑксен – 19,2 проценчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев