Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Упи ял тăрăхӗнче «Асӑну ҫурти» акци иртрӗ

Июнӗн 21-мӗшӗнче, Упири салтак-хӳтӗлевҫӗ палӑк умӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 84 ҫул ҫитнине халалланӑ «Асӑну ҫурти» акци иртрӗ.

Ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман ентешсене ҫурта ҫутса асӑнчӗҫ. Тӳпе те макӑрать. Шӑп ҫак кун тӑванӗсене вӑрҫа ӑсатнӑ амӑшӗсем куҫҫульпе йӗнӗнех туйӑнчӗ. Хӑш-пӗрисем ывӑл-хӗрне каялла киле сывӑ таврӑнасса кӗтсе те илеймен-ҫке.

Упи ял тăрăхӗнче пурӑнакансем, учреждени ӗҫченӗсем, вӗренекенсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче вилнисене асӑнса ҫурта ҫутрӗҫ, пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

1418 куна тăсăлнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен, Упи ял тӑрӑхĕнче вырнаҫнӑ ялпа паҫҫулкасенчен — 1195 ҫын каялла ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман, хӑшӗсем хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Паттăрсен умĕнче пысăк парăмра пулнине асра тытса, вĕсен ячĕсене пирĕн ĕмĕрех чĕрере тытасчĕ, мирлĕ та канлĕ пурнăçа упрама тата хаклама пĕлесчĕ. Ҫӗр ҫинче яланах тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев