Унăн шăпи – пӗтӗм ăру историйӗ
Ветерансем
Çуркуннен пӗрремӗш кунӗнче, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан, ҫичӗ ача амӑшӗ Вера Николаевна Кутюмова та хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Вера Николаевнан шӑпи вӑл – пӗтӗм ӑру историйӗ, ҫирӗплӗх, ӗҫ тата ҫемьене виҫесӗр юратнин историйӗ. Вăл 1936 ҫулхи мартăн 29-мӗшӗнче Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫут тӗнчене килет.
Вера Николаевнан ачалӑхӗ вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене тӳрӗ килнӗ. Ашшӗсӗр ир тăрса юлать: Николай Алексеевич хӗрӗ пилӗк уйӑхра чухне вилет. Амӑшӗ, Ульяна Герасимовна, тӑватӑ ачине пӗчченех пӑхса ӳстерет. 1945 ҫулта, тӑхӑр ҫул тултарсан, Вера пӗрремӗш класа вӗренме каять. Тӑватӑ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан, вӑл малалла вӗренме ӗмӗтленет, анчах та йывăр пурнӑҫ условийӗ кӳршӗ ялта пӗлӗве малалла тӑсма май паман. Вера çамрăклах ӗҫлеме пуҫлать: «Прогресс» колхозра, районти вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлет, хӗлле вара, ялта ӗҫ сахаллансан, районтан инçете ӗçе çӳрет.
1961 ҫулта Вера Николаевна Алексей Аркадьевич Кутюмова качча тухать. Вӗсен ҫемйи ҫирӗплӗхпе юратӑвӑн чӑн-чӑн тӗслӗхӗ пулса тӑрать. Телейлӗ мӑшӑр ҫичӗ ача — пилӗк хӗрпе икӗ ывӑл – пӑхса ӳстерет. 1972 ҫулта мăшăрне хуҫалӑх ертӳҫине лартнипе, ҫемье Хулаҫырми ялне куҫать. Вера Николаевна унта вунӑ ҫул ытла вырӑнти больницӑра санитарка пулса ӗçлет. 1983 ҫулта Кутюмовсем район центрне куҫаççӗ, юбиляр ҫул-йӗр юсав-строительство управленийӗнче, унтан райпора тӗрлӗ ӗҫре ӗҫлет. Вера Николаевна, 50 ҫулта, нумай ачаллӑ амӑшӗ пулнӑ май, тивӗҫлӗ канӑва тухсан та, ӗçне чылай вӑхӑт хушши малалла тăсать.
Вера Николаевнан ӗҫне тата амӑшӗн паттӑрлӑхне пысӑк наградӑсемпе палăртнă. Анчах та чи пӗлтерӗшли – унӑн пысӑк та туслӑ ҫемйи. Ҫичӗ ачи те аслӑ пӗлӳ илсе, пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупнӑ. Паян Вера Николаевнан 17 мӑнук тата 12 кӗҫӗн мӑнук пур.
Ҫак паллӑ кун юбиляра ачисемпе мăнукӗсем кăна мар, ăшӑ сӑмахсемпе сламлама ун патне районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов та килнӗччӗ. Хӑнасем Вера Николаевнана нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, ачисене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн тав турӗҫ, сывлӑх, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне тата вӑрӑм кун-ҫул сунчӗҫ.
2024 ҫулта Вера Николаевна 60 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрӗсӗр тăрса юлчӗ. Анчах вӑл пӗччен мар: ачисем, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем ăна тимлӗх параççӗ, вӗсемшӗн вӑл – йӑх-несӗлӗн чӑн-чӑн управҫи. Тӗлӗнмелле шӑпаллӑ ҫак чипер хӗрарӑм 90 ҫулта та ҫуркуннене уҫӑ кăмăлпа кӗтсе илме, кашни ҫӗнӗ куншӑн савӑнма пултарнине кӑтартса парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев