Хăрушсăрлăх
Раҫҫейри Пенсионерсен союзӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗнче аслă çулсенчи çынсемпе черетлӗ тӗлпулу – вӗренӳ иртрӗ.
Тӗлпулура паянхи кун чи пӗлтерӗшлӗ пулнă ыйтусенчен пӗрин – Интернет сетӗнчи хӑрушсӑрлӑх çинчен сăмах пычӗ. Кун пирки район пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусемпе ӗҫлекен пулӑшуҫи Раиль Мухаметзянов калаçрӗ. Вӑл аслă çулсенчи Çӗпрел çыннисене ултавҫӑсен капканне лекес мар тесен мӗн тумалли, Интернет сетӗнчи ҫынсене вербовкăлакан механизмсем тата тактика, хирӗҫ кӗрешмелли меслетсем ҫинчен каласа пачӗ.
– Паян интернет анлӑшӗнче мӗнле кӑна пулӑшу кӳмеҫҫӗ-ши. Анчах вӗсен хушшинчен: усӑллине те, сиенлине те уйӑрса илме пӗлмелле. Сӑмахран, вербовщиксем. Вӗсем интернетпа, социаллӑ сетьсемпе тата мессенджерсемпе активлă усӑ кураҫҫӗ. Преступниксем аккаунтсене тимлӗн тишкереҫҫӗ, юрӑхлӑ кандидат тупса, унпа калаҫма пуҫлаҫҫӗ. Унӑн проблемисене, хумхантаракан вӑйлӑ тата çăмăл енӗсене палӑртаҫҫӗ. Час-часах диверсисемпе террористла актсем тума преступниксем пур енчен те хавхалантарассипе усӑ кураҫҫӗ. Опытлӑ вербовщиксем аккаунтсене тӗпченӗ май, укҫа кирлӗ ҫынсене шутласа кăлараççӗ. Ҫапла вара, интернетпа усӑ курнӑ чухне уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, – терӗ Раиль Мухаметзянов.
Вӑл аслă çулсенчи Çӗпрел çыннисене Интернет сетӗнче харпӑр даннӑйсене вырнаҫтармалла марри çинчен ăнлантарчӗ, ют ҫынсем валли чарусем кӗртме сӗнчӗ.
– Хальхи хӑтлӑхсем – питӗ лайӑх, анчах информацие вӑрттӑнлӑхра тытмасан вӑлтана лекес хӑрушлӑх та пысăк, – терӗ Раиль Мухаметзянов.
Нет комментариев