«Ҫулталӑк вӗренекенне» палӑртрӗҫ
Çутӗç
Ҫӗнӗ Упи тӗп пӗлӳ паракан шкулта «Ҫулталӑк вӗренекенӗ – 2026» муниципаллӑ конкурс иртрӗ.
«Ҫулталӑк вӗренекенӗ – 2026» ята çӗнсе илессишӗн ултӑ конкурсант тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухрӗç. Вӗсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, вӗренӳри ăнăçусемпе малашнехи тӗллевӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Иккӗмӗш турта хутшӑнакансем ӑслӑлӑх енӗпе тупӑшрӗҫ. Виҫҫӗмӗш тура ҫемьене халалланӑччӗ, ӑна «Манӑн ҫемье кӗнеки: сӑн ӳкерчӗксенче истори» тенӗ. Вӗренекенсем ҫемьесен йӑли-йӗркипе историйӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Тӑваттӑмӗш «Пӗлӳ – вӑй» ăс-хакӑл турӗнче вӗренекенсем тӗрлӗ предметсем енӗпе ыйтусем çине хуравларӗç.
Конкурсра 1-мӗш вырӑна Анат Чакă вӑтам шкулӗнчен Илья Чиржа çӗнсе илчӗ. 2-мӗш вырӑна – Анастасия Горбунова (Çӗнӗ Упи тӗп пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул), 3-мӗш вырӑна Рафаэль Дамаев (1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗ) йышӑнчӗç.
Хутшӑнакансене пурне те Дипломсем парса хавхалантарчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев