Ҫулсем тӑваҫҫӗ
Строительствăсем
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Семенов урамне асфальт сарчӗç. Ҫула патшалӑх программипе килӗшӳллӗн турӗç.
Семенов урамне асфальтлӑ ҫул сарас ӗҫе районти «Татавтодор» организаци пурнӑҫлать. Кунта малтан вак чул – щепенка сарнă. Унтан КамАЗ автомобильсем çул çине хывма тивӗçлӗ асфальт турттарса тăнчӗç. Асфальт саракан техникăн машинисчӗ Фарит Багаутдинов тата оператор Наиль Хуснутдинов массӑна пӗр пек, ҫителӗклӗ шайра хумашкăн яваплӑ. Ҫул тӑвакансем Анатолий Кузнецовпа Ринат Нуртдинов та ҫул айккин тикӗслӗхне пăхса, тӳрлетсе тăраççӗ. Ҫул ҫине сарнă асфальта вара Рамиль Салимзянов, Фарит Абубакиров тата Ленар Шарафутдинов «BOMAG», «КАММ-90», «КАММ-110» маркӑллӑ катоксемпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
– Семенов урамӗнчи асфальтлӑ ҫулӑн тӑршшӗ 624 метр, сарлакӑшӗ – 4,5 метр. Çул-йӗр строительствинче ӗçлекен каччăсем ырми-канми, иртен пуҫласа каҫчен тӑрӑшаҫҫӗ, акӑ юлашки метрсенче ӗҫсене вӗҫлесе пыратпăр, – тет ҫак участокшӑн яваплӑ пулнă Альберт Айнуллов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев