Хыпарсем

Ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшăн

Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен комиссийӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ

Ҫулсем çинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ яланах тӗп вырӑнта пулчӗ.

Ларӑва уҫнӑ май, комиссийӗн председателӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов комиссийӗн ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртрӗ.

Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйтусемпе Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗ Анатолий Михайлов тӗп доклад турӗ. Вӑл муниципалитет территорийӗнчи ҫулсем çинчи лару-тӑру тата аварисене чакармалли мерӑсем пирки ҫивӗч информаци пачӗ.

Ҫул ҫитменнисем питбайксемпе тата квадроциклсемпе усӑ курнă тӗлӗшпе ыйту уйрӑмах ҫивӗч тема пулса тӑчӗ. Ертӳҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисен кӑмӑлне пурнӑҫа кӗртесшӗн пулса, анчах çакă мӗнпе вӗçленесси пирки шухӑшламасӑр, час-часах хӑрушӑ техника туянса парать. Шел пулин те, кӑҫал республикӑра ҫакăн йышши техникӑпа усӑ курнине пула хăрушă тӗслӗхсем – ҫамрӑксене вилӗм патне илсе ҫитернӗ ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем – палӑрнӑ.

– Августӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 6-мӗшӗччен республика территорийӗнче «Тимлӗх – ачасем!» профилактика мероприятийӗсем иртӗç. Ун шайӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп тӗллев – шкул ачисене ҫуллахи каникул хыҫҫӑн ҫул-йӗр правилисене аса илтересси, – тесе палӑртрӗ Анатолий Михайлов.

Ҫӗпрел районӗнче ҫак отрядсем вӗренӳ учрежденийӗсенче хастар ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫул-йӗр правилисене вӗрентекен «Сыхлан» çутӗç порталӗн ресурсӗсене хастар явӑҫтараҫҫӗ, унта информацие тӑтӑшах ҫӗнетсе тăраççӗ.

Анатолий Михайлов ҫул ҫинче ӳсӗр водительсем тӗлӗшпе рейдсем ирттерни, «Халӑх инспекторӗ» портал çинчен те аса илтерчӗ.
Ларура çӳтӗç учрежденийӗсен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлӗхӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗç. Кун пирки çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов районти шкулсемпе ача сачӗсенче хатӗрленӳ мероприятийӗсем вӗҫленни, ҫавӑн пекех «Кил – шкул – кил» схемӑпа ачасен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли мерӑсем ҫинчен калаçрӗ.

«ДАНАДИС» обществăн директорӗн ҫумӗ Ильнур Исхаков шкул автобусӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ контрольте пулни пирки пӗлтерчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене илсе çӳреме 15 шкул автобусӗ хутшӑнӗ.

Кӑҫал муниципаллӑ ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенкипе ирттерекен инженери мероприятийӗсем пирки районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Радик Багаутдинов хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтерчӗ.

Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май, комисси ертӳçи Рустам Мухаметзянов ҫул-йӗр  юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсем ҫине комплекслӑ пӑхни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ, яваплӑ ҫынсене хушусем пачӗ.

 


Нет комментариев