Ҫуллахи кустăрмасем ҫине куҫма ан васкӑр
Çакна пӗлмелле!
Районти Патшалӑх автоинспекцийӗн начальникӗ Анатолий Михайлов водительсене хӗллехи резинӑна вăхăтран малтан улӑштарасран сыхланма сӗнет.
– Водительсем ҫуркуннене маларах хатӗрленесшӗн пулнине ӑнланатпӑр, анчах март уйӑхӗнче ҫанталӑк тӑнӑҫсӑр юлать, юр та ҫӑвать, ҫулсем те пӑрланаҫҫӗ, – тесе палӑртрӗ районти тӗп Патшалăх автоинспекторӗ. – Ҫул-йӗр правилисемпе килӗшӳллӗн ҫуллахи кустӑрмасемпе усӑ курма талӑкри вӑтам температура +7°С-ран пысӑкрах чухне ҫеҫ ирӗк параççӗ. Çак правилӑна пӑсни ҫул ҫинче авариллӗ лару-тӑру кăларса тăратма пултарать.
Автоинспектор ҫавӑн пекех автомобиль кустӑрмисене туса кӑларакансен вӗсемпе усӑ курмалли условисем тӗлӗшпе сӗнӗвӗсене пурнăçлани пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.
– Ҫуллахи шинӑсем ҫине ҫирӗп ӑшӑ сывлӑш вырнаçиччен куҫни вӗсен служба срокне кӗскетме, автомобиле тытса пыма начарлатма пултарать, – тесе хушса хучӗ Анатолий Михайлов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев