Ҫуллахи каникул пуҫланчӗ
Ачасен канăвӗ – 2026
Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленчӗ, ачасен тахҫантанпах кӗтнӗ каникул тапхӑрӗ пуҫланчӗ.
Ҫуллахи кану – кашни ачашӑн вӑй пухмалли, сывлӑха ҫирӗплетмелли, ҫӗнӗ туссем тупмалли, усӑллӑ хӑнӑхусене алла илмелли вӑхӑт. Ҫавӑнпа та каникулта ачасен канӑвне йӗркелесси – тӗп тӗллевсенчен пӗри.
Июнӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ «Чайка» лагерьте пӗрремӗш смена «Уҫӑ тӳпе айӗнчи киностуди» ятпа иртет. Июнӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 10-мӗшӗччен иртекен иккӗмӗш смена «Малтисен юхăмӗн» командине хутшӑнакансене пӗрлештерӗ. «Тӗнче тавра 21 кунра» виҫҫӗмӗш смена (июлӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 1-мӗшӗччен) ҫӗршывсемпе континентсем тӑрӑх чӑн-чӑн ҫул ҫӳрев пулӗ. «Тӑван çӗршывăн Геройӗсем» тӑваттӑмӗш сменӑна (августӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен) гражданла-патриотла воспитани парассине, таврапӗлӗве тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене йӗркелессине халаллӗҫ.
Ҫу каҫиччен «Чайка» лагерь 200 яхӑн ачана, ҫавӑн пекех, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене йышӑнӗ.
Унпа пӗрлех кунта «Галактика ачисем» палатка лагерӗ ӗҫлӗ, унта 32 ача канӗ.
Ҫуллахи тапхӑрта пурӗ 16 шкулта 250 ача валли шкул ҫумӗнчи лагерьсене йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне 150 ҫамрӑк ӗҫпе кану лагерӗнче вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пултарӗ. Çулӗ ҫитмен 85 ачана халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ ӗҫе вырнаҫтарӗҫ.
Ачасене тӗрлӗ енпе аталантарас тӗллевпе, районти шкул ачисем республикӑпа регионсем хушшинчи проектсене хастар хутшӑнӗҫ.
Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ, ачасемпе ҫамрӑксен ҫуллахи канăвӗ енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комиссийӗн секретарӗ Расима Валеева:
– Ҫуллахи кану тапхӑрӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелесси, пултарулӑхпа ӑс-хакӑл аталанӑвӗ валли условисем туса парасси пирӗн ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем пулса юлаҫҫӗ. Ҫуллахи каникул пирӗн ачасемшӗн усӑллӑ, илӗртӳллӗ тата хӑрушлӑхсӑр пуласса шанатпӑр.
Ҫак ҫуллахи тапхӑрта районта 1113 ачан канăвне йӗркелеме палӑртнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев