Ҫул хӗррисем таса-и?
Экологи
Тутарстанра апрелӗн 1-мӗшӗнчен санитарипе экологи икӗ уйӑхлӑхӗ пуҫланчӗ, вӑл майăн 31-мӗшӗччен пырӗ.
Санитарипе экологи икӗ уйӑхлӑхӗ шайӗнче «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн ӗҫченӗсемпе тата ТР Экологи Министерствин представителӗсемпе пӗрле ҫул хӗрринчи участоксен, ҫав шутра ҫул-йӗр сервисӗн объекчӗсен территорийӗсен шайне тӗрӗслеҫҫӗ.
Пӗрлехи рейдсен тӗп тӗллевӗ – районти ҫулсене тасалӑхпа, йӗркелӗхпе тата хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси.
Районта иртнӗ черетлӗ рейда «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн ҫул хӗрринчи полосасене тӗрӗслекен пайӑн ертсе пыракан специалисчӗ Надежда Куликова, Тутарстан Республикин экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствин Атӑлçи территорири управленийӗн аслӑ специалисчӗ Фирая Калимуллина тата «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалӑх инспекцийӗн ертсе пыракан специалисчӗ Диана Мухаметшина хутшӑнчӗҫ.
– Таса ҫулсем – районӑн илемлӗ сӑн-сӑпачӗ кӑна мар, экологипе общество гигиенин пӗлтерӗшлӗ енӗ те, – тесе палӑртса иртрӗ Надежда Куликова.
Икӗ уйӑх хушшинче ҫакӑн пек рейдсем малалла пырасси, йӗркене пӑсакансене асӑрхаттарусем парасси çинчен те пӗлтерчӗ вӑл.
– Пӗрлехи вӑйпа кӑна эпир территорисен санитарипе экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма тата республикӑри ялсемпе автомобиль ҫулӗсен тасалӑхне тивӗҫтерме пултаратпӑр, – терӗç рейда йӗркелекенсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев