Укропа та пӑхмалла
Пахчаçă
Хӑш-пӗр пахчаҫӑ укроп япӑх шӑтса тухнӑшӑн е вӑл вăрăм ӳснӗшӗн ӳпкелешет.
Укропран пуян тухӑҫне илес тетӗр пулсан, ӑна удобрениллӗ йӑран ҫине акăр. Анчах сирӗн йӑран тӗттӗм вырӑнта пулмалла мар. Чи лайӑх удобрени, вӑл ҫӗрсе, хура тӑпрана çаврăннă тислӗк. Сӳреленӗ йӑран ҫинче 2 сантиметр тарӑнӑшри пӗчӗк йӑрансем тăватпăр (инҫӗшӗ 15-20 сантиметр), ӑшӑ шыв сапатпӑр. Укроп вӑррине, йӑран ҫине сапнӑ хыҫҫӑн, вӗсене торфпа, ҫӗрӗкпе е типӗ тӑпрапа хупламалла. Унтан йӑрансене ывӑҫ тупанӗсемпе тăкăсласа тухмалла, йӑрана шӑвармасан та юрать. Укроп акмалли вырăна известь, кӗл сапма юрамасть, кун пек вырӑнта ешӗл курӑк япӑх ӳсет, хӗрелет. Ытлашши нӳрлӗ çӗр çинче укроп ӳсмест, саралать ҫеҫ. Ӑна ҫулсерен пӗр вырӑнта акма юрамасть, ҫавӑн пекех сельдерей, тмин, фенхель, кервель, петрушка хыҫҫӑн лартма сӗнмеҫҫӗ. Чи килӗшекенни – хӑярпа купӑста вырăнӗ, кун пек чухне укроп ҫӑра ӳссе пуян тухӑҫ парӗ. Сирӗн сӗтел ҫинче яланах симӗс тухӑҫ пултӑр тетӗр пулсан, укропа кашни 15-20 кунра акса пырсан аван пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев