Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Уйрăм хушма хуҫалӑхсене субсидисем

Ял хуçалăхӗ

Тутарстан Республики уйрăм хушма хуҫалӑхсене пулӑшу пама пӑрахмасть. Мини-фермӑсем тума, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянма, ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх усрамалли тӑкаксене саплаштарма субсиди илме пулать. 

Паянхи кун тӗлне районти уйрăм хушма хуҫалӑхсенче ӗнесен шучӗ 3500 яхӑн. Выльӑх-чӗрлӗх усрамалли мӗнле мерӑсем ӗҫлени тата унта кам хутшӑнма пултарни пирки районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов ăнлантарса парать.

– Республикӑра уйрăм хушма хуҫалӑх тытса пыракансене укҫа-тенкӗ енчен пулӑшаҫҫӗ. Документсене электронлӑ майпа «Мои субсидии» система урлӑ йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа майăн 4-мӗшӗччен уйрăм кил-ҫуртри сӑвакан ӗнесен, лашасен, качакасен тата сурӑхсен хуҫисем валли патшалӑх субсидийӗсене парассин пӗрремӗш турӗ иртрӗ. Июнӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 28-мӗшӗччен субсиди илме заявкӑсем памалли иккӗмӗш суйлав турне ирттерчӗҫ, – тесе пӗлтерчӗ Талгат Халитов.
Пулӑшу шайӗнче сӑвакан ӗнесем валли – 6300 тенкӗ, пӗр ҫултан аслӑрах сурӑхсемпе качакасем валли – 1000 тенкӗ, 3 ҫултан аслӑрах кӗсресем валли 5000 тенкӗ субсиди пӑхса хӑварнӑ.

Унсӑр пуҫне, сӗт ҫул-йӗрӗнчи пӗчӗк фермӑсем тума патшалӑхран 8 ӗне валли  шутланнă фермӑна  – 1 миллион тенкӗ, 5 ӗне валли шутланнă ферма тума 500 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

Пирӗн районта пӗрремӗш суйлав турӗнче пӗр уйрăм хушма хуҫалӑх мини-ферма тума 1 миллион тенкӗ илнӗ. Ҫавӑн пекех, 2026 ҫулта вӑкӑрсем туянма ҫӗнӗ йышши субсиди пӑхса хӑварнӑ, туяннӑ вӑкӑрсен докуменчӗсем пулсан кашни мăйракаллă шултра выльăхшгăн 35 пин тенкине каялла тавăрӗç (анчах пулӑшу сумми субсиди тӑкакӗсен 50 процентӗнчен иртмӗ), районта пӗр уйрăм хушма хуҫалӑх çак субсидие 10 пуҫшăн 150 пин тенкӗ илнӗ те ӗнтӗ. 

Строительство  валли пулăшу илме заявка панӑ вăхăтран 24 уйӑхран кая юлмасӑр пуҫланнă пулмалла. Субсиди илнӗ хыҫҫӑн ҫур ҫул хушшинче строительствӑна вӗҫлесе фермӑна хута ямалла, унтан выльӑх шутне ӳстермелле. Ӗнесен пуç шутне пилӗк ҫултан кая мар тытса тӑмалла.

Пур пулӑшу программишӗн те пӗрлехи требованисем:
– Уйрăм хушма хуҫалӑхсем валли ирӗк панӑ ҫӗр лаптӑкӗ пулни;
– Электронлӑ хуҫалӑх кӗнекинче регистраци;
– Налогсем тата банкрутлăх  процедури енӗпе парӑмсем пулманни.
– Налуксемпе тата ытти тӳлевсемпе йывӑрлӑхсем пулманни.

Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, субсиди илессишӗн документсем панӑ чухне уйрăм хушма хуҫалӑхсен пуҫлӑхӗсем нумай йӑнӑш тӑваҫҫӗ.
– Ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш суйлав турӗнче документсем панӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла, кун тӗлӗшпе ял тӑрӑхӗсемпе пӗрле ӗҫлемелле, – тесе канаш парать районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев