Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Уявсем малалла тăсăлаççӗ

Ӗнер. Паян. Ыран

Ҫу кунӗсем – уявсемпе, тӗлпулусемпе тулли пулнă вӑхӑт.

Пӗтӗм Раҫҫейри ял Сабантуйӗ

Мероприятие кӑҫал XVI хут ирттереҫҫӗ.
Июнӗн 27-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Кузнецк районӗнчи Кӗҫӗн Труев ялӗнче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял Сабантуйӗнче йӗркелӳҫӗсем Раҫҫейӗн 50 регионӗнчен 70 пине яхӑн хӑна пухма шутланаҫҫӗ.
Уявра халӑх промыслисен курав-ярмӑркки, тутарсен наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхасси, ҫар тата ял хуҫалӑх техникин куравӗ, наци культурисен фестивалӗ, ачасен Сабантуйӗн площадки ӗҫлӗ, наци кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗсем, ҫавӑн пекех, армрестлинг, канат туртас, михӗ тăхăнса чупас, шалча тӑрӑх хӑпарас тата ытти йӑлана кӗнӗ халӑх вӑййисем иртӗҫ.

 

Патӑрьелте – Сабантуй, Шӑмӑршӑра – Акатуй
Шӑматкун, июнӗн 27-мӗшӗнче, кӳршӗ Шӑмӑршӑ районӗнче чӑваш наци уявӗ – Акатуй иртӗ. Июлӗн 4-мӗшӗнче вара, Патӑрьел районӗнче – Сабантуй уявӗ ирттерме пăхăннă. 
Сабантуйра Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ хутшӑнӗ, культура программипе кайӗç. Уявсем наци йӑли-йӗркине, традицисене упраса хӑварассине, чӗлхесене, культурӑна упрас ӗҫ-хӗле шута илеҫҫӗ.


Ял уявӗсем

Июлӗн 4-мӗшӗнче районта Ял кунӗсене ирттерме палӑртнӑ.
Çак кун уявсем Кивӗ Кахăрлă ялӗнче 10.00 сехетре, Анат Хураката ялӗнче 16.00 сехетре пуçланӗç.
Программӑра кану мероприятийӗсем, наци спорт вӑййисем ирттерме палӑртнӑ, куреш кӗрешӗвӗ те пулӗ, тесе шантараҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Ҫавӑн пекех, парнелесси те пулӗ, эстрада юрӑҫисен, культура ӗçченӗсен юррисемпе киленсе канма май пулӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев