Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тырӑ йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ

«Государев Амбар» предприятире ҫулталӑкăн тухӑҫне йышӑнма хатӗр пулнине тӗрӗслерӗç

Кӗҫех кунта талӑкӗпех уй-хирсенчен тин çапса илнӗ тырпул килме пуçлӗ, ӑна йышӑнма пур услови те пулма тивӗçлӗ. Унăн хатӗрлӗхӗ мӗнле пулнине Хусантан килнӗ ятарлӑ комисси тӗрӗслерӗ.

– Пирӗн предприя-тийӗн хӑвачӗ – 171 пин тонна тырӑ йышăнма пултарни. Унăн 108 пин тонни элеватора хывăнсан, 64 пин тонни складсене вырнаçӗ. Кунне эпир 5 пин тонна таран тырă йышăнма пултаратпӑр. Уй-хиртен илсе килнӗ тырра тасатса, типӗтсе, кирлӗ пек вырнаçтарни паха. Çакăншăн кунти техникӑн хӑвачӗ те ҫителӗклӗ. Тырра таврари районсенчен те, ытти облаҫсенчен те илсе килеҫҫӗ. Предприятире хӑватлӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ, ҫӑнӑх авӑртакан комплекс ӗҫлет, – тет элеваторăн  директорӗ Василь Салахов. – Хутăш апат туса кăларакан тепӗр пысӑк комплекс та пур. Уйӑхсерен комплексра 8 пин тоннӑна яхӑн хутăш апат туса кăлараççӗ. Пахалӑхӗ лайӑх пулнӑран кирлӗлӗхӗ те пур. 15-20 тӗрлӗ хутăш апата кун тӑршшӗпе чӑх-чӗп фабрикисемпе фермер хуçалăхсем, халăх валли ытти предприятисене  те ӑсатаҫҫӗ.

Предприятире кӑҫал-хи тырра йышӑнса, упрама хурасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тырӑ склачӗсене, сушилкӑсене, автовиçевсене, лабораторие кирлӗ пек йӗркене кӗртнӗ.

Кадрсен енӗпе те  кăткăслăх ҫук, паян организацире 225 ытла ҫын ӗҫлет, вӗсенчен кашниех хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. Ӗçлекенсем   ӗҫ условийӗсемпе те, ӗҫ укҫипе те кӑмӑллӑ.

– Тыр çи – пурсă-мăршăн те яваплӑ тапхӑр. Предприяти тырпула 20 процент таран нӳрӗк пулсан йышӑнма пултарать. Коллектив тырра çухатусемсӗр, пахалӑхлӑ упрантӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать, – тет ертӳҫӗ.

Ҫапла, тыр çи ӗҫӗсен пӗр звенине те иккӗмӗш черете хума юрамасть. Кӗлете тырӑ кӗриччен пӗтӗм тапхӑр тӑршшӗпе ӑна тивӗҫлӗ тирпейлемелле. «Пуянлӑх уйра мар, кӗлетре», – текен каларӑш çакна туллин ҫирӗплетсе парать.
Пур объекта та тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, комисси коллектив ӗҫне пысӑк хак пачӗ. Ҫавӑн пекех, ветерансене тата чылай ҫул обществӑра тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене тивӗҫлӗ наградӑсемпе чысларӗç.

«Государев Амбар» предприятийӗн территорийӗ чылай лаптӑк йышӑнать. Палӑртмалла: ун таврашне тирпей-илем кӗртес енӗпе те юлашки ҫулсенче пысӑк ӗҫсем туса ирттернӗ. Тепӗр тесен, урӑхла пулма та пултараймасть. Сӗтелӗмӗрсем ҫинче кашни кун вырӑн йышӑнакан хаклӑ апат – ҫӑкӑр, питӗ нумай вӑй хунин тăрăшулăхӗн кăтартăвӗ. Ӗҫлекенсен тӗллевӗ – ӑна ҫухатмасӑр тирпейлесе вырнаçтарасси.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев