Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тыл ӗçченне саламларӗç

Леонид Фомича 9 мӑнукпа 4 кӗçӗн мăнук савăнтарса пурăнаççӗ

Мартăн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шăхаль ялӗнче пурӑнакан Леонид Фомич  Куракин 97 ҫул тултарчӗ.

Ҫак паллӑ кунпа Звезда ял тăрăхӗн чи аслă çулсенчи çыннине Леонид Фомича саламлама район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова килнӗччӗ. Вӗсем тыл ветеранне РФ Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ открыткине, асӑнмалӑх парне пачӗҫ, сывлӑхпа ырлӑх сунчӗҫ.

Леонид Фомич нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. 4 класс ҫеҫ пӗтерме май пулнă. Ашшӗне Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине илсе кайнӑ, унтан вӑл таврӑнайман, хыпарсӑр ҫухални çинчен хыпар килнӗ. Ачасене пăхса ӳстересси вӗсен амӑшӗн хулпуҫҫийӗ ҫине тиеннӗ. Леонид, ҫемьере аслӑ ывӑл пулнӑ май, мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ, уйра аслисемпе ӗҫленӗ, хăйӗнчен кӗçӗннисене пӑхнӑ.

Калининград облаҫӗнче ҫар службинче 4 ҫул пулнӑ хыҫҫӑн, каллех тӑван ялне таврӑнать. Ял лавккинче, складра, ферма заведующийӗнче ӗҫлет. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те яланах тӳрӗ кӑмӑлпа палӑрса тӑнă.

Леонид Фомич мăшăрӗпе Валентина Николаевнапа (вӑл 30 ҫул каялла çут тӗнчерен уйрăлса кайнă) 8 ача çуратса, вӗсене тивӗçлӗ воспитани парса ӳстернӗ. Ачисем пурте хуласене пурӑнма куҫнӑ, пӗр ывӑлӗ вара ялта пурӑнать. 

Паянхи кун Леонид Фомича 9 мӑнукпа 4 кӗçӗн мăнук савăнтарса пурăнаççӗ. Хальхи вӑхӑтра ветеран килте пӗчченех пурӑнать. Килти ӗçсене тума ăна ывăлӗ тата социаллӑ ӗҫчен Людмила Осипова пулӑшаççӗ. 

Леонид Фомичăн вăрăм ӗмӗрӗн тата хастарлӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗ – сывӑ пурнӑҫ йӗрки илсе пыни тата ӗҫченлӗх. Вӑл ялти хисеплӗ ҫын, нумайӑшӗшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. 

Ҫак кун Леонид Фомича ҫуралнӑ кунпа саламлама ывăлӗсем, хӗрӗ тата ял ҫыннисем те килнӗччӗ. Вӗсем ӑна сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ.

Леонид Фомичшăн çак кун савӑнӑҫлӑ уяв пулса тӑчӗ, вӑл ӑна лайӑх кӑмӑл-туйӑм, хастарлӑх парнелерӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев