Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӑван тавралӑхшăн, халӑхшăн...

Юбилей

Ҫӗпрел районӗн мухтасибӗ Данир хазрат Шарафутдинов  сумлă уявне паллӑ турӗ.

Тӗн, чӗлхе, наци пирки яланах калаҫсан та, вырӑнлӑ пулнă пулӗччӗ. Çитӗнекен ӑрӑва чӑн-чӑн хаклӑхсем майлӑ воспитани парасси, халӑха ӗненӳ, кӑмӑл-сипет ҫулӗпе ертсе пырасси – имамсене парăннă тивӗç.

Данир Сирачевич унчченхи ҫулсенче, район халӑхне культурăпа çутӗç ӗçӗ-хӗлне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫын пек палăрнăччӗ. Ҫак ӗҫшӗн Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ текен хисеплӗ ят та пачӗç ăна, Раҫҫей Федерацийӗн «Культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллă, «Хусана – 1000 ҫул» медаль, нумай Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем те пурнăç, ӗç çулӗ çинчен асăнмалăх.

Вӑл районти культура пайне ертсе пынӑ вӑхӑтра Халӑх юррипе ташшин, фольклор, илемлӗ пултарулӑх коллективӗсем темиҫе хутчен те тӗрлӗ конкурспа фестивальсен лауреачӗсен ятне тивӗçлӗ пулчӗç. Пӗтӗм Раҫҫейри тата республика шайӗнчи наци уявӗсене, Сабантусене йӗркелени, ирттернин хыҫӗнче ыйхӑсӑр каҫсем, тăрăшулăхпа иртнӗ ӗҫ кунӗсем тӑраҫҫӗ.

Данир Сирачевич ҫак ӗҫрен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та халӑх хушшинче пулассине малалла тăсрӗ – тӗне аталантарас ӗҫе пуçăнса, Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Минзагаит ячӗллӗ мечӗтре имим ӗçне пурнăçлама пуçларӗ. 2019 ҫулта Ҫӗпрел районӗнчи имамсем ӑна, пӗр саслӑн, районăн имам-мухтасибӗ пулма суйларӗç.

Ҫак хушӑра Данир хазрат тӗн тата конфессисен хушшинчи диалога ҫирӗплетес, кӑмӑл-сипет никӗсӗсене упрас ӗҫе хăйӗнчен пысăк пай кӗртрӗ. Ӑс-хакӑл идеалӗшӗн ырми-канми ӗҫлесе пынипе, ӑс-хакӑлӗпе тата пурнӑҫри пысӑк опытпа, тӗн пӗлӗвӗпе, чун-чӗререне пырса тивмелӗх канашӗсемпе вӑл районти мусульмансен хисепне çӗнсе илчӗ. Канӑҫсӑр мухтасиб хӑйӗн пӗлӗвне ӳстернипе пӗрле мечӗтсене тӗн пӗлӗвӗллӗ имамсемпе, араб чӗлхин специалисчӗсемпе тата педагогсемпе тивӗҫтерессишӗн тӑрӑшать.

Ватӑсене, сывлăхӗ хавшак пулнă ҫынсене пулӑшу парас, мечӗт ҫумӗнче ачасене воспитани памалли центрсем йӗркелени те районăн имам мухтасибӗн  тунă ырӑ ӗҫӗсем. Данир Шарафутдинов ислам тӗнне ҫирӗплетме,  тӗн çӳлӗ çине тăма, тутар халӑхне тӗнчере илемлӗ, пӗрлӗхлӗ, ӑслӑ наци тесе палăртассишӗн сахал мар вӑй хурать. Аслипе кӗҫӗннине, Аллах хушăвӗсене пӑхӑнса, чарусенчен тытӑнса тăма, кӗлӗ тума, ырӑ ӗҫсем тума чӗнсе, ӑс, пил парать. Ҫавна пула мечӗтсене ҫӳрекенсем, тӗн никӗсӗсене вӗренекен ачасем, «Марджани» тӗн воспитанийӗн паракан центрне тата Ҫӗпрел районӗнчи мухтасибат ҫумӗнче йӗркеленӗ ислам никӗсӗсем енӗпе «Кану кунӗ» занятисене çӳрекен ачасен шучӗ ҫулран-ҫул йышланса пырать.

Культурӑра ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл ҫӗнӗ клубсем тӑвас ӗҫе пуҫарса янӑ, мухтасибатра ӗҫленӗ вӑхӑтра – Турă ҫурчӗсене тирпей-илем кӗртес, масарсене тирпейлӗ тытас, Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнче мечӗт ҫумӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалласа обелиск тӑвас ӗҫе пуҫарса ярать. 

Мӑшӑрӗпе Энжия ханумпа вӗсем районӑн ӑнӑҫлӑ пуласлӑхӗшӗн халӗ те ырми-канми вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ачана пурнăç парнеленӗ, мӑнукӗсене те хӑйсен тӗслӗхӗпе пӑхса ӳстереҫҫӗ. 

Сумлă уявӗ те, тӑван тӑрӑха, унӑн халӑхне мухтаса юрланă пекех, ҫутӑ Данир Шарафутдиновăн!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев