Тӑван ҫӗршывшăн служить тăвасси – таса тивӗҫ
Раççей Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен ретӗнче призывпа 65 район каччи служить тăвать.
Тӑван çӗршывшăн служить тăвасси пысӑк яваплӑх кӑна мар, пысӑк чыс та. Пин-пин каччă пекех Çӗпрелӗн яшӗсем те паян ҫӗршывӑмăрăн пур регионӗнче те ҫар службине иртеҫҫӗ, пурнӑҫ шкулӗ витӗр тухаҫҫӗ, ӑс-тӑн тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пиҫӗхеҫҫӗ. Вӗсем служить тăвакан çар чаҫӗсен командирӗсенчен килнӗ Тав ҫырӑвӗсем ашшӗ-амӑшӗшӗн тата кашни ҫемьешӗн пысӑк мӑнаҫлӑх.
Хальхи вăхӑтра призывпа Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсенче 65 каччă службăра тăраççӗ. Вӗсенчен 19-шӗ ҫар тивӗҫне Мускав облаҫне район шева илнӗ чаҫсенче пурнӑҫлаҫҫӗ.
Район ертӳçисем ҫак чаçпа ялан ҫыхӑнура тăраççӗ, иртнӗ кӗркунне ҫар ҫыннисем патне черетлӗ ҫул ҫӳрев йӗркеленӗччӗ. Делегацие район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑй ертсе пычӗ.
Ертӳҫӗсем чаҫăн командованийӗпе калаҫрӗç, каччăсен пурнӑҫӗпе, ҫар службин условийӗсемпе паллашрӗç. Унта казармӑсенче службăра тăма условисем туса панӑ, апатланӑва тивӗҫлӗ шайра йӗркеленӗ, ашшӗ-амӑшӗсемпе те яланах ҫыхӑнура тăраççӗ.
Калас пулать, ҫак чаçра службăра тӑракан пирӗн район каччисем ҫинчен яланах мухтав сӑмахӗсем ҫеҫ илтме пулать. Кунта служить тăвакансем ҫар службине кăна пурнăçланипе чикӗленмеççӗ, тӗрлӗ общество, культура, спорт мероприятийӗсенче хутшӑнаҫҫӗ, наградӑсене тивӗҫлӗ пулаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев