Тӑван ҫӗр ҫинче пурӑннипе телейлӗ
Юбиляр
Çак кунсенче Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнакан ӗҫ ветеранне Гельнар Арифулловна Шарафутдинована 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗç.
Ялăн аслă çулсенчи çыннине районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Рустам Мухаметзянов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамиль Низамутдинов уявпа саламлама килнӗччӗ. Хӑнасем Гельнара Арифулловнана район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлă открыткине, асӑнмалӑх парнине пачӗç.
Гельнар Шарафутдинована чăн-чăнах тăван ҫӗре парӑннă çын теме пулать. 1936 ҫулхи февралӗн 5-мӗшӗнче Кивӗ Чукал ялӗнче çуралнă, ӗмӗр тӑршшӗпех «Чишме» колхозра ӗçлесе пурăнать.
Доярка пулса ӗçленисӗр пуçне, ҫулла, чӗкӗнтӗр ани çинчен таврăнмасть та темелле. Ӗҫ ветеранӗ ятне вӑл тивӗҫлипе ҫӳретет.
– Эпӗ тăван ялта пурӑннӑшӑн мăнаçланатăп, çавăнпа телейлӗ. Унта ҫуралнӑ, унта ӳснӗ, манӑн пурнӑҫ та, тӑван ҫӗр ҫинче иртет, – тет Гельнара аппа.
Ҫемье никӗсне вӑл пӗр ял ҫыннипе Аллямпа йӗркелет. Туслӑ ҫемьере пилӗк ача – виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр ҫитӗнеҫҫӗ. Паян Гельнар аппа хӗрӗн Зульфиян пысăк ҫемйинче пурăнать. Тӗп мӑнаҫлӑхӗ – йӑха малалла тăсаканӗсем: 12 мӑнукӗ тата 13 кӗҫӗн мӑнукӗ пур.
Пурнӑҫри йывӑр тӗрӗслевсене пӑхмасӑр, ватлӑхра (Гельнар аппан кӗрӗвӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуç хунă), кăмăл çӗкленӳлӗхне ҫухатман, ачисен тӗрекӗ тата канашҫи пулса тӑрать.
«Эсир паянхи çутă пуласлăхшăн пысӑк пай кӗртнӗ ăру. Пуриншӗн те тав сире», – тесе хăнасем ҫирӗп сывлӑх, ачисем, мӑнукӗсен тимлӗхне туйса пурăма сунчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев