Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӑван енрех телей тупнă

Александр Шленский ашшӗн ӗҫне малалла тӑсать

Юлашки ҫулсенче хуларан яла килекенсен шучӗ ӳсме пуҫларӗ. 

1994 ҫулта Александр Шленский Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухса, Шупашкарти патшалӑх университечӗн информатикӑпа шутлав техникин факультетне вӗренме кӗрет. Унтан ҫар службине Алтай крайӗнче стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсенче иртет. Ҫартан таврӑнсан, 2016 ҫулта Ульяновск хулинчи чаҫсенчен пӗринче, контрактпа, службӑра тӑрать. Ҫар службин тапхӑрӗнче Александрӑн Сирири ҫапăçусенче те хутшӑнма тивет, пилӗк уйӑх вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче пулать. Контракт вӑхӑчӗ вӗҫленсен ашшӗ-амӑшӗ патне, канаш ыйтма таврӑнать. Ку вырӑнта каччăн ашшӗпе паллаштарни вырӑнлӑ пулӗччӗ.

2019 ҫулта Анатолий Витальевич автомобильсене юсамалли сервис уҫнӑччӗ. Юлашки ҫулсенче вара унӑн сывлӑхӗ хавшать. Ҫавӑнпа вӑл ывӑлне: «Тен эсӗ тӑван тӑрӑха таврӑнса, ҫемье ӗҫне малалла тӑсăн...», — тенӗ пулнă.

Техникăна ашшӗнчен ӑнланма вӗреннӗ Александр та çакăнпа килӗшет. Александрӑн ҫемйи ку шухӑша хирӗҫлемест — вӗсем хуларан яла куҫса килеççӗ. Ку 2022 ҫулхи кӗркунне пулать. Ашшӗпе ывӑлӗ, иккӗшӗ, хӑйсен машинăсене ремонт тăвакан станцийӗнче ялта район ҫыннисене ӗçлӗ пулăшу пама пуҫлаҫҫӗ.
Александр контрактпа службăра тăнă ҫулсенче Анатолий Витальевич район центрӗнче халӑх хушшинче «Дачный» ят илнӗ вырăнта ҫӗнӗ ҫурт тума пуҫлать. Александр вара, строительствӑна вӗҫлет, ҫемйипе ҫак ҫурта куҫать. 

Анчах ашшӗ сывалаймасть, 2023 ҫулта пурнăçран уйрăлса каять. Александр вара ашшӗне асра тытса, ӗҫне тата та тухӑҫлӑрах, малалла тӑсать. 
Ҫав ҫулах вӑл социаллӑ контракт программи урлӑ патшалӑхран 350 пин тенкӗ финанс пулӑшăвӗ илет. Патшалӑх уйӑрнӑ укҫапа машинӑсене юсама кирлӗ оборудовани ӑсталать. 

Темиҫе ҫул ӗнтӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан, ют ҫӗршывра туса кăларнă тата хамӑр ҫӗршыври автосен шайне, пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек пӗлекен мастерăн, клиенчӗсем те нумай. Кустӑрмасене улӑштарас, форсункӑсене тасатас, двигатель юсас, ҫу ярас тата ытти çакăн пек ӗçсем пурнăçланаççӗ, машинӑсене те диагностикӑлаҫҫӗ ҫак участокра.

— Манӑн пӗлӳ информатикӑпа тата шутлав техникипе ҫыхӑннӑ пулин те, ачаранах техникӑна юрататтăмччӗ. Атте машинине юсанӑ чухне эпӗ яланах унпа юнашар пултăм. Хам та ҫакӑн пек машинӑсемпе ҫӳрессе чухлаттӑм. Тӑван ене таврӑнса, аттен ӗҫне малалла тӑсма пултарнӑшӑн савӑнатӑп. Хамӑн ӗҫе те юратса, ыттисене те килӗшмелле тума тӑрӑшатӑп, — тет мастер.

Александр Анатольевич мӑшӑрӗпе Екатеринӑпа пӗр ача çитӗнтереççӗ. Хӗрӗ — Леона хальлӗхе ача садне ҫӳрет. Екатерина вара, Хулаçырми ялӗнчен, Александр пекех хӑйӗн ӗçне йӗркеленӗ. 

Эпӗ те Чӑваш Çӗпрел ялӗнчен. Эпӗ кунта пӗрремӗш хут кăна килместӗп. Машина чăхăмлама пуҫласан, мастер шыраса ҫӳреместӗп, тӳрех Александр Анатольевич патне килетӗп. Нихӑҫан та каялла ҫавăрса яман, май пулсанах пăхать, тишкерет, ҫитменлӗхсене тупса палӑртать. Пулӑшу пахалӑхӗ те питӗ килӗшет. Мастера, тав тунисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те калаймăн, — тесе калаҫӑва хутшӑнчӗ Дмитрий Сироткин.


Кустăрмасене эсир улӑштарнă-и?

Пӗлни пăсмасть

Çавна май Александр Шленский хăйӗн канашӗсене парать.
Автомобильсен ҫуллахи шинисене хӗллехи шинӑсемпе улӑштарма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ.
Ҫанталӑк тӑрук сивӗтсен, ҫуллахи шинӑсем авари кăларса тăратма пултараҫҫӗ. Ҫӗрлехи сывлӑш температури 5 градус ӑшӑ пулсан кустӑрмасене улӑштармалла, теҫҫӗ специалистсем. Ҫул-йӗр юхăмӗн правилисенче кун пирки нимӗн те ҫырман пулин те, водительсем ҫакна лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Кустӑрмасене хӗллехипе улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Хӗллехи тапхӑрта ҫуллахи кустӑрмасемпе ҫӳреме чаракан закон та вăйра. 

Хӑшӗ-пӗри вара, хӗллехи шинӑсене ҫуллахисенчен уйӑраймасть. Хӗллехисен «MS» («M/S») тесе ҫырни пур. Кун пек палла ытларах европа производителӗсем лартаҫҫӗ. Пирте вара, йăлана кӗнӗ тăрăх, юр пӗрчи ӳкернӗ. Хӗллехи резина ҫуллахинчен ҫемҫерех. Хӗллехи шинӑсемпе те топливо тӑкакӗ 5 процент сахалрах каять. Шинӑсен ӗмӗрӗ эсир автомобильпе мӗнле ҫӳренинчен килет.

Инспекторсем хӗллехи шинӑсемпе сивӗсем пуҫланичченех ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Хӗллехи резинăпа пӗрремӗш хут сивӗре тухса кайсан, шипӗсем тӑкӑнас хӑрушлӑх пур. 

Кивӗ кустăрма хуракансене шина ҫинчи шипсене пăхса тăма сӗннӗ пулăттăм. Шипсем сахалланса юлнӑ пулсан, кун пек шинӑран нимӗнле усси те ҫук: е ҫӗннине туянмалла, е шипсем хушмалла. Пӗр кустӑрма çинче, сахалран та 96 шипран кая пулмалла мар. Опытсӑр водительсен хӗллехи шинӑсем ҫине хӑвӑртрах куҫмалла, мӗншӗн тесен яка ҫул ҫинче ҫӗнӗ ҫын управление ҫухатма пултарать. Опытлӑ водительсене те ҫуллахи шинӑсене шанса 0 градусран аяларах температурӑра ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. Экспертсем хӗллехи резина ҫине вӑтам сывлӑш температури 6-8 градус ӑшӑра куҫма сӗнеҫҫӗ. Мӗн чухлӗ сивӗрех, ҫуллахи шинӑсем ҫавӑн чухлӗ хытӑрах, тормоз ҫине пуссан автомобиль хӑвӑрт чарӑнаймӗ.

Хӗллехи резина валли уйрӑм дисксем тумалла. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсене кашни сезонрах улӑштармала пулмӗ, иккӗмӗшӗнчен, хӗлле çул çине сапнӑ тӑвар диск тӗсне ҫиет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев