Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫи – ырӑ служба

Патриотизм

Çурхи призывпа районтан тата темиçе каччă салтака кайрӗ. Торжествăлла ӑсату ырӑ йӑлапа, П.В.Дементьев ячӗллӗ ҫар паркӗнче иртрӗ. 

Ҫак кун Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнчен Нафис Зяббаров, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен Ильназ Зяббаров, Кивӗ Чакă ялӗнчен Матвей Егунов, Аслă Акса ялӗнчен Николай Молгачев, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Айнур Низамов, Айдар Садыков, Марат Салимзянов тата Хулаçырми ялӗнчен Данила Удютов çар титвӗçне пурнăçлама кайрӗç.

Ачасене ӑсатма район администрацийӗн представителӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗ, тусӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килнӗччӗ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов пулас салтаксене ырă сунăмсем сунчӗ. Вӑл Çӗпрел ҫыннисем хӑйсен ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласса шаннине пӗлтерчӗ, вӗсене ырă-сывă таврăнма сунчӗ. Каччăсене пил парса, район ертӳçисем «ҫул укçи» те пачӗҫ.

Гульназпа Ильгизар Садыковсем, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ:

– Эпир икӗ ача пӑхса ӳстертӗмӗр, ывӑлăмăр – ҫемьере асли, шкулта вӗренекен хӗрӗмӗр пур. Айдар Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухса, диплом илчӗ. Халӗ вӑл Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫлама каять. хамӑр ывӑлӑмăра тата ытти каччăсене те ӑнӑҫлӑ служба, шанчӑклӑ туссем, ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр. Юрататпӑр, тунсӑхлатпӑр, чӑтӑмсӑррӑн таврӑнасса кӗтӗпӗр.

Ирхине 5 сехетре призывниксем ларнă автобус Ҫӗпрел районӗнчен Хусана çул тытрӗ. Инҫе ҫула каякан каччăсене кашниех ырă çул сунса ăсатса юлчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев