Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ
Тӗнчере темиҫе тӗрлӗ халӑх пурӑнать
Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекенсем П.В.Дементьев музейӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне халалланă, «Тӑван чӗлхе – халăх чунӗ» музей урокӗнче хутшӑнчӗç.
Малтанах вӗренекенсемпе тăван чӗлхе кунӗн историйӗ çинчен калаçрăмăр. Ачасем тӑван чӗлхен илемӗпе пуянлӑхӗ çинчен çырнă паллӑ çыравçӑсем, ӑсчахсем чăваш чӗлхи çинчен каланӑ ӑслӑ сӑмахӗсемпе паллашрӗç.
Ачасем малалла «Эпир маттур ачасем» вӑййа хутшӑнса чăваш чӗлхине мӗнле пӗлнине çирӗплетрӗç, тӗрлӗ ӗçсем пурнӑçларӗç. Шкул ачисене малтан вăйă йӗрки çинчен ăнлантартăмăр, паллаштартăмăр. Вӑйӑ «Чăваш чĕлхи», «Тупмалли юмах», «Кулăш ĕçре пулăш», «Литература», «Шӳтлĕ ыйту» пайсенчен тăчӗ. Кашни тапхăрта тӗрлӗ енлӗ ыйтусем пулчӗç: пуçа ватмалли, аса илмелли, шухăшлава аталантармалли. Ачасем пур тупăшуран та ăнăçлă иртрӗç, чăн чӗлхеçӗсем пулнине çирӗплетрӗç.
Тӗнчере темиҫе тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Кашни халăхăн хӑйӗн чӗлхи, культури пур. Вăл чи хакли пулса тăрать. Ҫавсен хушшинче пирӗн чӗлхе – чӑваш чӗлхи. «Пӗр чӗлхе – пӗр ӑс, икӗ чӗлхе – икӗ ӑс», – тенӗ чăваш халăхне çутта кăлараканӗ Иван Яковлев. Темиҫе чӗлхе пӗлни те аван, анчах чӑваш чӗлхине те манмалла мар. Тӑван чӗлхепе калаҫмалла, малалла аталантармалла.
«Тӑван чӗлхе – халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе – халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ», – тенӗ Г.Н.Волков ӑсчах та. Чăваш чӗлхи малалла та упранса юласса, аталанса пырасса шанас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев