Тутарстан Раисӗн Кубокӗшӗн ăмăртусем
Спорт
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем хушшинче Тутарстан Раисӗн Кубокӗшӗн ӑмӑртусем кӑҫал май уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланчӗç. Ӑна республикӑра иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем спортӑн 15 тӗсӗ енӗпе ӑмӑртӗҫ. Финал вара декабрь уйӑхӗнче, Хусанта иртӗ.
Ҫак кунсенче Анат Камӑра армрестлинг ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ҫӗпрел районӗнчен икӗ спортсмен – ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем: Алексей Ягашкин тата Фанис Хайруллин – ăмăртусенче ăнăçусем турӗç.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 85 килограмм тата унран та ытларах виҫе категорийӗнче хӑйсемпе тупӑшакансене ҫӗнтерсе, Алексей Ягашкинпа Фанис Хайруллин 1-мӗш вырӑна йышӑнчӗç. Ҫапла вара, пӗтӗм команда зачетӗнче районӑн пӗрлештернӗ команди 2-мӗш вырӑна йышӑнчӗ.
Пирӗн ентешсем пӗлтӗр те ҫак ӑмӑртусенче малти вырăнсене çӗнсе илнӗччӗ.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем – «Тӑван çӗршывăн хӳтӗлевҫисем» фондӑн Тутарстанри филиалӗ, Тутарстан Республикин Спорт министерстви тата муниципалитетсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев