«Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ» ӑрусене пӗрлештерчӗ
Ӑмӑрту стартне 5 ҫултан пуҫласа, 73 ҫулчченхи район ҫыннисем тухрӗç
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн йӗлтӗр базинче республикӑри спорт уявӗ – «Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ – 2026» ӑмӑрту иртрӗ.
1982 ҫултанпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑвӑн регионти тапхӑрӗ ҫак кун ҫӗре яхăн спорта юратакан Çӗпрелӗн çыннисене пӗрлештерчӗ. Мероприятийӗн тӗп тӗллевӗ те – сывӑ пурнӑҫ йӗркине, физкультурӑпа спорта популяризацилесси.
Ҫак кун старта профессионал спортсменсем те, спорта юратакансем те: шкул ачисем, студентсем, районти предприятисемпе организацисен представителӗсем, ҫавӑн пекех, аслӑ ӑрури ҫынсем тухрӗç. Спорт уявне хутшӑнакансем хӑйсен ӳсӗм ушкӑнне кӗрекен 1000 метртан пуçласа тата унран та ытларах дистанцисене иртрӗҫ.
Ӑмӑртӑва килнисене район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗçӗ, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗҫ. Вӗсем ҫак спорт – чӑн спорт тата пӗрлӗх уявӗ пулнине палӑртрӗҫ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Ӑмӑртуран вара чӑннипех те кашниех киленӳ, лайăх кăмăл-туйăм илчӗç. Йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗнче чи хастар хутшӑнакансем Упи ялӗнчен пулнине те палăртса иртес пулать.
Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ – 5 ҫулти Валерия Еремеева та амӑшӗпе ҫак ялтан килнӗ.
– Кашни ҫулах эпир ҫак йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнатпӑр. Пӗтӗмлетсе каласан, эпир ҫемйипех йӗлтӗрпе ярӑнма кăмăллатпӑр. Кӑҫал хӗрӗмпе, ывӑлӑмпа килтӗмӗр, манӑн хӗрӗм вара ҫакнашкал масштаблӑ ӑмӑртӑва пӗрремӗш хут хутшӑнать, – терӗ Галина Еремеева.
Упи ялӗнчен Александр Дергунов, Егор Куракин та нумай-нумай ăмăртусенче йӗлтӗрпе чупса, ҫӗнтернӗ спортсменсем. Паян вӗсем иккӗшӗ те Шупашкар хулинче техникумра специальность илеççӗ тата, паллах, спорт уявне килес тесе хӑйсен умне тӗллев лартнӑ.
– Трассӑна эпир питӗ ҫӑмӑллӑн иртрӗмӗр, ҫанталӑк та лайӑх. Спорт вӑл – сывлӑх никӗсӗ, – терӗҫ вӗсем.
Ӑмӑртӑвăн чи аслӑ хутшӑнаканӗ Хулаҫырми ялӗнчи 73 ҫулти Александр Бушуев пулчӗ. Александр Николаевич нумай ҫул хушши шкулта ҫамрӑк хоккеистсем хатӗрленӗ çын, хӑй яланах стройра, йӗлтӗр ăмăртăвне те хастар хутшӑнать.
«Эпӗ кашни кун 2-5 ҫухрӑм йӗлтӗрпе ҫӳресе таврăнатăп. Вăл сыпӑсемшӗн те, сывлав органӗсемшӗн те питӗ усӑллӑ», – тет ӑста спортсмен.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, кашни ӳсӗм категорийӗнче ҫӗн-тернисене грамотӑсемпе тата асӑнмалӑх медальсемпе чысларӗç. Унсӑр пуҫне, спорт уявӗ шайӗнче, ГТО комплексӗн нормативӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ ҫамрӑк спортсменсене те паллӑсем пачӗç.
Аса илтеретпӗр, ГТО комплексӗ «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев