Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Турниртан çӗнтерӳпе

Спорт

Иртнӗ шӑматкун Ульяновск облаҫӗнчи Чăнлă районӗнчи Анатри Тимерçен ялӗнче Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсене Н.Сайгушева, В.Сайгушева, Н.Сидорована тата В. Егорована халалласа яш-кӗрӗмпе хӗрсем хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе, йӑлана кӗнӗ, 23-мӗш турнир иртрӗ.

Ҫак спорт уявӗн тӗллевӗсемпе задачисем питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Ку, чи малтанах, районта ирӗклӗ кӗрешӗве поляризацилесси тата пропагандӑласси, ҫамрӑксене патриотла воспитани парасси, ҫавӑн пекех, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси.

Турнирта ӑмӑртӑва хутшӑнакансем 8 виҫе категорийӗ енӗпе кӗрешрӗç. 

Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн пуҫламӑш класӗнче вӗренекенӗсем те, хăйсен тренерӗ, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе спорт мастерӗ, ертсе пынипе, çак турнирта активлă хутшăнса, хӑйсен виҫе категорийӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулса тăчӗҫ. Вӗсен хушшинче 30 килограма çитичченхи виҫе категорийӗнче Егор Ларионовпа Вячеслав Абросимов иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗç, Антон Афиногентов вара 27 килограма çитичченхи виҫе категорийӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. 

Мӗнпур категори енӗпе çӗнтерӳçӗсем тата призерсем ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн грамотисемпе тата медальсемпе, ҫавӑн пекех,  Тимӗрçен ял тăрăхӗн Кубокӗсемпе парнеленчӗç. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев