Тукая пӗрле вулатпӑр
Библиотекăри вулав
Проект поэт пултарулӑхне пӗр тăтăш тӗпчессине тӗпе хурать.
2026 ҫулта тутарсен паллă поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 140 ҫул çитнине халалланă, Тутарстанра «Тукая пӗрле вулатпӑр» проект старт илчӗ.
Упи ялӗн библиотеки те ку проектран айккинче юлмасть, хастар хутшăнать. Кашни эрнере, кӗҫнерникун, библиотекăра Г.Тукай хайлавӗсене ҫирӗплетнӗ планпа килӗшӳллӗн вулатпăр. Хальлӗхе проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑранпа виҫӗ эрне иртрӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче поэтӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, ҫавӑн пекех, унӑн тутар литературин аталанӑвне хывнӑ тӳпи ҫинчен тӗплӗ информаци илме тата ачасене паллă поэтӑн биографийӗпе. хайлавӗсемпе паллашма май пулчӗ.
Каласа панисенчен ачасем Габдулла Тукай, аслисемшӗн те, ачасемшӗн те пӗр пекех хаклӑ поэт пулнине пӗлчӗç. Унӑн кӗнекисем тӑван тавралӑх илемне, ыррине хаклама вӗрентеҫҫӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, хӑюллӑ пулма чӗнсе калаççӗ. Мероприятире ачасем илемлӗ электронлӑ презентацие пула поэтăн биографийӗпе те паллашрӗç. Унсăр пуçне хутшăнакансем, Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче 1-мӗш тата 3-мӗш класра вӗренекенсем, Тукай çырнă «Тăван чӗлхе», Уйăх тата хӗвел», «Хӗллехи каç» хайлавӗсене сасӑпах вуларӗç. Çакӑ вӗсене унӑн поэзийӗпе тарӑнрах паллашма тата унӑн пӗлтерӗшне лайӑхрах ӑнланма май пачӗ.
Ирина Павлова, библиотекарь.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев