Туй ирттерме 100 пин тенкӗ грант параççӗ
Хыпарсем

Туй ирттерме 100 пин тенкӗ грант параççӗ

Тутарстанра ҫамрӑк мӑшӑрсене туй ирттерме грантсем уйӑраҫҫӗ.

Туй ирттерме паракан грант — 100 пин тенкӗ.
Ку хӑйне евӗрлӗ проект — вӑл Тутарстан Республикинче кӑна пурнӑҫланать. Мӑшӑрсен 3 ҫултан та кая мар Тутарстан территорийӗнче пурӑнмалла, каччӑ е хӗр, е иккӗшӗ те 35 ҫултан ҫамрӑкрах пулмалла. Вӗсем мӑшӑрланӑва Тутарстан Республикин ЗАГС органӗсенче регистрацилеме тивӗçлӗ. 

Грант укҫи-тенкине мӑшӑрланӑва регистрацилемелли уяв валли площадка арендӑна илме е илемлетме, мероприятие музыкӑпа тивӗҫтерме, артистсене йыхравлама, туй тумӗсемпе костюмӗсем, полиграфипе сувенир продукцийӗпе ытти йӗркелӳ тӑкакӗсем валли тӑкаклама май пулать. Гранта 2025 ҫул вӗҫлениччен мӑшӑрланакан мӑшӑрсем валли пӑхса хӑварнӑ.


Нет комментариев