Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӗрӗслевсем урлă иртнӗ туйӑмсем

Çамрăк мăшăр

Районти ЗАГС пайӗнче ҫӗнӗ ҫемье регистрациленчӗ.

Ҫамрӑк мӑшӑр – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Никита Афанасьев тата унӑн савнийӗ Милена.

Ҫемьери илемлӗ пулӑм 08.08.2026 ҫулхи илемлӗ датăна тӳрӗ килнӗ. Тепӗр тесен, ҫамрӑксем ăна питӗ тимлӗхе те илмен, чи пахи:

«Эпир пӗрле!», – теҫҫӗ.

Никита Хурăнвар-Шăхаль  ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Çемьере виҫӗ хӗр хушшинче ҫуралнӑ пӗртен-пӗр ывăл. Афанасьевсене район ҫыннисем хресчен-фермер хуҫалăхӗ йӗркеленӗ ӗçчен ҫемье пулнă май пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пулӗ, Никита ачаранпах ӗçе хăнăхса ӳсет. Шкул хыҫҫӑн районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗренет. Унтан ҫарта службăра тăрать. Пурте йӗркеллӗ пек. Анчах, ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн, кӑштахран Тӑван çӗршыв умӗнче службӑна малалла тӑсма шут тытать. Ку йышӑнӑва вӑл икӗ ҫул каялла йышӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗшӗн пӑшӑрхансан та, килӗшеҫҫӗ. Çапла вара, паянхи кун 24 ҫулти Никита Афанасьев ятарлӑ ҫар операцийӗнче службăра тӑрать.

Савнийӗ Милена Харитонова – кӳршӗллӗ Шăмăршă районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӗсем хӑйсен тусӗсем ирттерекен уявра паллашаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне юратса пăрахаççӗ, тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ. Милена та хисеплӗ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралнӑ, медицина пӗлӗвӗ илнӗ, паян Шупашкар хулинче хăйӗн специальноҫӗпе ӗҫлет.

– Пирӗн туйӑмсем сăнавсем витӗр те иртрӗç, ҫемье ҫавӑрма вӑхӑт ҫитрӗ, тесе шутларăмăр, – теҫҫӗ ҫамрӑксем

Ҫамрӑк ҫемьене Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ. 

– Эпир ентешӗмӗрпе Никитапа мăнаçланатпӑр. Вӑл – чӑн-чӑн патриот тӗслӗхӗ, тӑван çӗршыва сыхлакан  тата патшалӑх интересӗсене шанчӑклӑ хӳтӗлекен районăмăрăн çынни. Сире иксӗлми телей, юрату сунатӑп, ҫак туйӑмсем ӗмӗр тӑршшӗпех пулччăр, вӗсем сире пур тӗрӗслеве те ҫӗнтерме пулӑшчӑр. Пӗр-пӗриншӗн яланах тӗрев, таянăç пулӑр, – терӗ Марат Ринатович.

Район пуҫлӑхӗ ҫамрӑксене пӗлтерӗшлӗ документ тата парнесем пачӗ. Ашшӗпе амӑшӗсем, ҫывӑх ҫыннисем те саламланисем çумне хутшӑнчӗҫ. Ҫак кун Никитапа Миленашӑн пурнӑҫӗсенче чи ҫутӑ та паллӑ пулӑмсем пулса асра юлӗç.

Часах Никита каллех хӑйӗн çарти юлташӗсем патне каять. Милена тата эпир çар çынни чиперех таврӑнасса шанатпӑр.
Районти ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра уйрăм мобилизаци пуҫланнӑ хыççăн, районта 27 ҫар ҫынни ҫемье çавăрнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев