Тӗрӗслев вӑхӑчӗ те ҫитет
Ӗнер. Паян. Ыран
Кӑҫал Тутарстан шкулӗсенчи IX тата XI классенчен вӗренсе тухакан 66,6 пин вӗренекене Тӗп патшалӑхӑн тата Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсем кӗтеҫҫӗ.
Шкул пӗтерекенсен шучӗ, 2025 ҫулпа танлаштарсан, 4,2 пин ытларах. IX класа пӗтерекенсем – 3 пине, XI класа пӗтерекенсем – 1,2 пин ытларах.
Хӑйсен пӗлӳ шайне тӗрӗслес текен вӗренекенсен шучӗ ӳснӗҫемӗн экзамен тытмалли пунктсен шучӗ те ӳсет. Пӗрлехине (ЕГЭ) ирттерме 86 пункт тата тӗп патшалăх экзаменне (ОГЭ) ирттерме 76 пункт уҫасса кӗтеҫҫӗ.
Районти шкулсене кӑҫалхи çул 11-мӗш класа – 65, 9-мӗш класа 194 вӗренекен вӗҫлет.
Кăçал пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсен тапхăрӗ июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать, 9-мӗш класра вӗренекенсемшӗн – июнӗн 2-мӗшӗнчен.
Экзаменсене памалли сроксене улӑштарни шкулсене тата вӗренсе тухакансене хатӗрленме, ҫавӑн пекех, вӗренсе тухакансен мероприятийӗсене ирттерме лӑпкӑрах та маларах планлама май парӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев