Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Троица – çутă уяв

Йăласем. Традицисем

Чӑваш Паснапуç ялӗнче халӑхӑн чи ҫутӑ та хисеплӗ уявӗсенчен пӗрне – Троицӑна – сулмаклӑн паллӑ турăмăр. 

Ҫак кун, ҫӗнӗ симӗс  курӑк шӑршипе тата халӑх юррисен сассипе тулнӑскер, ял йышлӑ хӑнасем валли алӑксене хапӑл туса уҫрӗ, районта кӑна мар, кӳршӗ регионсенче пурӑнакансемшӗн те илӗртӳ центрӗ пулса тӑчӗ.

Уяв атмосфери тӗрлӗ хулари ҫынсене пӗрлештерчӗ. Ял халăхӗ Ульяновск, Хусан тата Шупашкар хулисенчен килнӗ ентешӗсемпе тусӗсене питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Ҫакӑ культура ҫыхӑнӑвӗсен ҫирӗп свидетельстви тата хӑйӗн йăх-тымарӗсене юратни пулса тӑчӗ.
Ялти чи ҫамрӑк ҫынсем хутшӑнни уява уйрӑмах чунлӑх пачӗ. Сцена ҫинчен ача садне çӳрекенсемпе пуҫламӑш шкулта вӗренекенсен янӑравлӑ сассисем янӑрарӗҫ, вӗсем хӑйсен пултарулӑх номерӗсемпе мӑнаҫлӑн паллаштарчӗҫ. Вӗсен чун-чӗри, хастарлӑхӗ уявӑн чӑн-чӑн илемӗ пулса тӑчӗ.

Культура программин кульминацийӗ – «Пасна» фольклор ансамблӗн концерчӗ пулчӗ.  Лидия Герасимова сисӗмлӗ ертсе пынипе, коллектив куракансене халӑх йӑли-йӗркисен чӑн-чӑн калейдоскопне парнелерӗ, ялта ӑрусем упракан йӑла юррисемпе ташӑсене шӑрантарчӗ. Чӑваш Паснапуҫӗнчи халӑх йӑли-йӗрки чӗрӗ пулнине, ӑрусен пӗрлӗхӗпе тӑсӑмлӑхӗшӗн ҫирӗп никӗс пулса тӑнине тепӗр хут кӑтартса пачӗ.

 

Галина Кудряшова,  Чăваш Паснапуç пуçламăш  шкул-ача сачӗн директорӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев