Тӗлпулусем пуҫланчӗç
Ялсенче халӑх пухӑвӗсем иртеҫҫӗ: кама мӗн пӑшӑрхантарать?
Ялсенче черетлӗ халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Унта ял тӑрӑхӗсем кӑҫалхи ҫур ҫулшӑн отчет тӑваҫҫӗ, ҫынсем вара хӑйсене хумхантаракан ыйтусене каласа хăварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пуху, яланхи пекех, Çӗнӗ йӗлмел ял тӑрӑхӗнче иртрӗ. Ӗҫлӗ визитпа Ҫӗнӗ Чукал ялне район ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин килсе ҫитрӗç.
Çӗнӗ Чукал ялӗн çыннисем нумайранпа ҫулсӑр нушаланаççӗ. Кӑҫал «пӑр» вырӑнтан хускалчӗ пулас. Ринат Гайзатуллин проект хатӗр пулнине пӗлтерчӗ, ҫитес вӑхӑтра ҫул-йӗр ыйтӑвне татса парасса шантарчӗ. Кӑҫал ял территорийӗнче нумай ӗҫ пурнăçлама палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Чукалра кӗпере ҫӗнетнӗ, Çӗнӗ Йӗлмелӗнче асфальт ҫул сараççӗ. Ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне ял ӑшӗнчи вырӑнти халӑхпа ҫыхӑннӑ проблемăсене те пурнăçласа тăраççӗ. Ҫаксене пурне те сулăм укçи-тенкипе, спонсорсем пулӑшнипе тӑваҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Чукал ял халăхӗ, çаплах, тахҫанпах ӗнтӗ ҫӗнӗ клуб тума ыйтать. Пухура кун пирки те ӗҫсене плана кӗртнине пӗлтерчӗç.
— Ӗҫ ҫителӗклӗ. Районта 52 ял шутланать. Вӗсенче çулсерен кашнинчех мӗнле-тӗр ӗҫсем пӑхса хӑвараççӗ. Паллах, пӗтӗм çӗрте мӗнпур задачӑсене пӗр ҫулта пурнӑҫлама май ҫук. Тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тахҫанах паха шывпа усӑ кураҫҫӗ пулсан, Упи ял тӑрӑхӗнче ку проект кӑҫал кӑна пурнӑҫа кӗме пуҫларӗ, — тесе пӗлтерчӗ хӑйӗн сӑмахӗнче район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин.
Тӗлпулу вăхăтӗнче Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин республикӑри хыпарсемпе тата ҫитӗнӳсемпе паллаштарчӗ. Вӑл социаллӑ сферӑра тунӑ ӗҫсем, малашнехи плансем ҫинчен калаçрӗ.
— Ҫӗршыври лару-тӑрӑва пӑхмасӑр, республикӑра пӗр программа та ӗҫлеме пӑрахман. Малашне те халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатмалли проектсем нумай, — тесе пӗлтерчӗ вӑл. Уйрăммăн илсен, вӑл вӗрентӳ, сывлӑх сыхлав, ял хуҫалӑх ӗçӗ-хӗлӗ çинче чарӑнса тӑчӗ.
— Ял хуҫалӑх енӗпе мини-фермӑсем тӑвас, харпăр хăйӗн ӗçне уҫас енӗпе пулнă майсем пысӑк. Пурӗ те кăмăл, тӗллев тата тăрăшулăх кăна кирлӗ, — терӗ депутат.
Тӗлпулусенче районти организацисен, предприятисен представителӗсем тухса калаҫассине пӑхса хӑварнӑ. Ветеринари организацийӗ халӑха бруцеллез, урнӑ чир пек чирсенчен асӑрханмалли мерӑсем йышӑнма чӗнет, право хуралӗн органӗсен представителӗсем ултавҫӑсем активланни пирки асӑрхаттараҫҫӗ, районти тӗп больница тухтӑрӗ халӑха хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшма, пăхăннă тӗрӗслевсем витӗр тухма сӗнет.
Граждансен пухӑвӗ те ҫак эрнере Кивӗ Чукал, Чӑваш Ҫӗпрел, Аслӑ Аксу, Хулаҫырми, Анат Чакӑ, Марс ял тӑрӑхӗсенче иртрӗ. Тӗлпулусем ҫитес эрнере те малалла тӑсӑлӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев