Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӳлевсене ӳстерме шутлаҫҫӗ

Ӗнер. Паян. Ыран

Тутарстанра ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем валли ача ҫуралнипе пӗр хутчен парӑнакан тӳлевсене ӳстерме палӑртаҫҫӗ.

Ҫавна май тивӗҫлӗ проект пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, 25 ҫула ҫитмен хӗрарӑмсене пӗрремӗш ача ҫуралсан тӳлев виҫине 50 пинрен 100 пин тенкӗ таран ӳстерме сӗнеҫҫӗ. 29 ҫула ҫитмен амӑшӗсем валли вара кашни виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача валли тӳлев виҫине 100 пинрен 200 пин тенкӗ таран ӳстерме палӑртӗç.

Тӳлеве илес тесен, хӗрарӑмсене ял тӑрӑхӗнче е хула евӗрлӗ поселоксенче виҫӗ ҫултан кая мар пурӑнни кирлӗ. Мероприяти ялти демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине, ҫамрӑк ҫемьесене яла хăварассине тата нумай ачаллӑ ҫемьесен шутне ӳстерессине шута илнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев